1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
21 марта 2025 г. 15:14

Пĕрлĕхре эпир вăйлă!

Пĕрлĕхре эпир вăйлă!

2014 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Крымпа Севастополь герой-хула референдум результачĕсем тăрăх официаллă йĕркепе Раççей Федерацийĕпе пĕрлешнĕ. Килĕшĕве алă пуснăранпа 11 çул çитрĕ. Халăхра çак пулăма «Крым çуркунни» тесе ят панă.

Асран кайми куна халалласа Чутей библиотекипе культура çуртĕнче ĕçлекенсем «Крым — Раççей! Яланах пĕрле!» информаци сехечĕ ирттернĕ.

Ачасем Крым çурутравĕ Раççей историйĕнче мĕн-ле вырăн йышăнса тăни, унăн пуян çут çанталăкĕпе чи паллă вырăнĕсем, Севастополь хули, Хура Тинĕс флочĕ çинчен нумай интереслĕ япаласем пĕлнĕ. Калаçу «Крым — Раççей» презентаци кăтартăвĕпе иртнĕ.

Крымпа Севастополь Раççей Федерацийĕн пĕрлĕхне таврăнни çĕршыв пуласлăхĕ унăн кашни гражданинĕнчен килнине аса илтернĕ. Пирĕнтен кашнинех çĕршыв историне асра тытмалла, унпа мухтанмалла, çак пĕлĕве тепĕр ăрусене памалла. Çапла çеç эпир хамăр çĕршыва вăйлă та пĕрлĕхлĕ сыхласа хăварма пултаратпăр!

Сăмах май, Крымра чăваш диаспори 2500 çынна пĕрлештерет. Севастопольте — 500 яхăн чăваш. Крымра 1,9 млн ытла çын пурăнать. Ачасем чăваш наци уявĕсене паллă тунипе, йăла-йĕркесене упраса пурăннипе те кăсăкланнă.

Зинаида ИВАНОВА,

таврапĕлÿçĕ. Чутей ялĕ

Поделиться:
Распечатать