• ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăри хуçалăхсенче çурхи ĕçсен малтанхи тапхăрĕ пуçланнă — кĕрхи культурăсене минерал удобренийĕпе апатлантараççĕ. Çĕрпÿ округĕнче вĕсене мартăн 10-мĕшĕнче, Комсомольски округĕн- чи «Урожай» колхозра 11-мĕшĕнче апатлантарма тытăннă. Ытти хăш-пĕр çĕрте те пуçăннă. Республикăра тыррăн вăтам тухăçĕ иртнĕ 5 çулта 22 процент ÿс- нĕ. Тĕллев — АПК продукцийĕн калăпăшĕ 2030 çул тĕлне 2021 çулхинчен 25 процентран кая мар ÿсмелле. Çакна пурнăçлама кăçалах минерал удобренийĕсене пĕлтĕр-хинчен ытларах хывма палăртнă.
• Министрсен Кабинечĕ иртнĕ эрнери ларура пăхса тухнă тĕп тема — республикăн 2025 çулхи, планпа пăхнă 2026 тата 2027 çулсенчи бюджета улшăнусем кĕртесси, унта хушăнакан укçапа мĕнле тĕллевсемпе усă курасси пулнă. Яланхи пекех социаллă тăкаксем малта пулĕç, тĕрлĕ тÿлев виçисем пысăкланĕç, социаллă пурнăçпа культура сферине хушма миллиардсем ярĕç. Ял хуçалăхне те манăçа хăвармĕç — хăмла ĕрчетессине аталантармашкăн хушма укçа уйăрĕç. Çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ те йĕркеленме пуçлать — Тăвай тата Хĕрлĕ Чутай округĕсем çак тĕллевпе заявкăсем тăратнине палăртнă.
• Правительство вĕренÿ тытăмне оптимизацилессипе черетлĕ йышăну тунă — Вăрнарти ял хуçалăх техникумне Çĕрпÿри аграри-технологи техникумĕпе пĕрлештерессине татса панă. Çакă çĕр, пурлăх, укçа-тенкĕ, кадрсен ресурсĕсемпе типтерлĕ усă курассине, пĕр специальноçа темиçе çĕрте вĕрентессинчен хăтăлассине тĕпе хурать. Вăрнарти техникум хăй тĕллĕнлĕх статусне çухатнă май, унта штат 9 единица чакать. Сергей Артамонов çак йышăну тĕрлĕ округри ятарлă 5 вĕренÿ заведенине пĕрлештерес тĕллеве тÿрре кăларнине палăртнă,— пурте Çĕрпÿ-ри техникум тытăмĕнче пулĕç.
• Чăваш Енре 200 яхăн çын «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăна хутшăнма заявка панă. Ку вăл — федераци шайĕнчи «Паттăрсен вăхăчĕ» программăн регионти аналогĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе февралĕн 19-мĕшĕнче пуçарнă. «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăн тĕллевĕ — ятарлă çар операцине хутшăннă çынсен йышĕнчен патшалăх тата муниципалитет шайĕнчи влаç органĕсенче, патриотла воспитани тата çамрăксемпе ĕçлессин тытăмĕнче, корпоративлă сферăра ĕçлеме компетентлă ертÿçĕсем хатĕрлесси. Заявкăсене мартăн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çулталăка тăсăлакан вĕренÿ хыççăн СВО ветеранĕ-сем професси хатĕрленĕвне çирĕп- летекен диплом илĕç, ун хыççăн влаç тытăмĕнчи ертÿçĕсен должноçĕсене йышăнма май пулĕ.
• Чăваш Ен — Пĕтĕм Раççейри «Финанс культурин тĕп хули» конкурсăн 12 финалисчĕ йышне тивĕçнĕ.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев шучĕпе, «финанс ыйтăвĕсене лайăх пĕлекен çын мĕн чухлĕ ытларах — регион финансĕсем, патшалăх та çавăн чухлĕ çирĕпрех пулĕ».
• Чăваш Енре кăçал çĕршыв историйĕ-пе çыхăннă темиçе общество территорине хăтлăлатĕç. Вĕсемшĕн пĕлтĕр çав вырăнсенче пурăнакансем сасăланă. Çак ĕçе «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртĕç. Ку шута пирĕн Тăвайри Зоя Космодемьянская палăкĕ патĕнчи территорие юсаса тирпей-илем кÿресси те кĕрет.
• Чăваш Енрен кайнă строительсен бригади хамăр шефа илнĕ Бердянск округĕн-чи Андреевка ялĕнчи культура çурчĕн кивĕ пайĕсене сÿтсе пĕтернĕ хыççăн грунтовка тата штукатурка ĕçĕсене тума тытăннă. Ку вăхăт тĕлне çĕнетекен культура центрĕн пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕн 40 ытла процентне пурнăçланă.
• Чăваш Ен команди Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорчĕн XII вăййисене хутшăннă, вăл Барнаулта иртнĕ. Спорт уявне Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалланă. Унта Тăвайран Екатеринăпа Сергей Михайловсен çемйи те ăнăçлă ăмăртнă.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ