Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул спортзалĕнче «Çамрăксем сывă пурнăçшăн» акци шайĕнче волейбол турнирĕ иртрĕ. Ял территоринчи хĕрарăмсен командисем хушшинче пынă вăйăсенчи хĕрÿ атмосфера пурин кăмăлне те çĕклентерчĕ. Тупăшăва ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕ Орест Степанов, шалти ĕçсен подполковникĕ Анатолий Аль хутшăнни çивĕчлĕхе татах та ÿстерчĕ пулĕ.
Малти вырăна «Буяново» команда çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — шкулта ĕçлекенсем. Вĕренекенсем бронза медальсене тивĕçрĕç. Тĕрлĕ чыслав хучĕ-семпе, медальсемпе, пылак призсемпе хавхалантарма территори уйрăмĕн начальникĕ В.Кузьминпа хăнасем хутшăнчĕç.
Пулас хÿтĕлевçĕсем фронтран килнĕ паттăр çинчен ытларах пĕлесшĕн пулчĕç. Орест Васильевич Степанов — подполковник, хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă пулнă. Запаса тухнăскер 2022 çултанпах ятарлă çар операцийĕнче. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех пултаруллă спортсмен пулнă. Физкультурăпа çирĕп хатĕрленĕшĕн шкул дирекцийĕ ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ. Пуянкасси маттурĕ Жуков тата «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсене тивĕçнĕ. Политика енĕпе ĕçлекен батальон командирĕн заместителĕ вĕренекенсемпе ăшшăн калаçрĕ. Çирĕп вăй-халпа тарăн пĕлÿ паянхи хÿтĕлевçĕшĕн питĕ кирлĕ пулнине ăнлантарчĕ. Ачасем ăна çĕкленÿллĕ туйăм, вăй-хăват сунса хăвăртрах çĕнтерÿ-пе таврăнма сунчĕç.