Гостехнадзор инспекцийĕ çулленех тракторсемпе хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсене техосмотр кăларассине йĕркелет. Унта тракторсене, хăй тĕллĕн куçакан ытти машинăсене, прицепсене вĕсем камăн харпăрлăхĕ пулнине пăхмасăр явăçтараççĕ. Техосмотр графикне туса çирĕплетнĕ.
Вăл Тăвай муниципалитет округĕнче апрелĕн 10-мĕшĕнче Тăвай территори уйрăмĕнчи хуçалăхсен тата çынсен харпăр хăй техникин юсавлăхне тĕрĕсленинчен пуçланать. Техника ĕçре шанчăклă пулĕ-и, çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ, тавралăх тата пурлăх тĕлĕшĕнчен хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтерет-и, вĕсен документацийĕ тивĕçлĕ йĕркере-и, пурне те регистрациленĕ-и — çак ыйтусем тимлĕхре пулĕç техосмотр вăхăтĕнче. Округĕ-пе ку вăхăт тĕлне техосмотр тухма тивĕçлĕ 923 единица тĕрлĕ техника шутланать, çак шутра — 566 трактор, 184 прицеп тата ытти техника. Çынсен аллинче кăна 404 трактор тата 110 прицеп. Техосмотр тухакан кашни единица техникăшăн госпошлина тÿлемелле, унăн хакĕ улшăнман — халичченхи пекех 400 тенкĕ. Техосмотр кăларни çинчен свидетельство параççĕ, унсăрăн тракторпа е хăй тĕллĕн куçакан ытти машинăпа усă курни йĕркене пăсни шутланать, РФ КоАПĕн 9,3 статйипе килĕшÿллĕн уншăн штраф хума та пултараççĕ. Енчен те тĕрĕслев вăхăтĕнче çитменлĕх палăрсан, техосмотр акчĕ параççĕ, унта трактор е ытти машина мĕн сăлтавпа техосмотр тухайманнине кăтартса çыраççĕ.
Анчах çуллен техосмотр кăларнин тĕп тĕллевĕ — техника юсавлă тата управлă пулни, унпа хăрушсăр ĕçлеме май килни пулса тăрать.
Александр СЕМЕНОВ,
Гостехнадзорăн
Тăвай муниципалитет
округĕнчи патшалăх инспекцийĕн начальникĕ