Республика Технадзорĕ хăйсем тĕллĕн çÿ- рекен машинăсене вĕсем мĕнле харпăрлăхра пулнине пăхмасăр мартăн 20-мĕшĕнчен техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма тытăнасси çинчен пĕлтернĕ.
Тĕрĕслев пур муниципалитет округĕн-че те иртĕ, ăна графикпе йĕркелĕç. Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем техника тĕрĕслевне хатĕр-ленсе трактор-машинăна хĕл каçичченех юсанă, хăшĕ-пĕри çĕнĕ техника та туяннă. Республикипе пĕтĕмпе 11 миллиард тенкĕлĕх 4 пин ытла единица ял хуçалăх техники туянса энерги хăватне кашни 100 гектар çĕр пуçне вăтамран тивекен 111 лаша вăйĕнчен (2020 ç.) 164-ăна (2024 ç.) çитернĕ.
— Парксене çĕнетни — АПКна аталантарас енĕпе тунă пысăк утăм, хальхи техника ĕç тухăçлăхне ÿстернипе пĕрлех унпа ĕçлекенсен хăрушсăрлăхне те тивĕçтерет,— тенĕ Гостехнадзор ертÿçи Владимир Димитриев.