Ултавçăсенчен хÿтĕленмелли çĕнĕ мел шухăшласа кăларнă. Android телефонпа усă куракансем сăнпа çирĕплетсен кăна укçа куçарнине, тÿленине тата ытти операцие пурнăçлама пултараççĕ.
Кĕçех ку функци чылай операци тĕлĕшпе ĕçлеме тытăнĕ. Ку ултавçăсем харпăр кабинетпа усă курассинчен сыхлĕ. Ку функципе усă курас тесен банк уйрăмне çитсе е «Госуслуги» приложени урлă Пĕрлехи биометри тытăмне биометрие памалла. Ултавçăсенчен хÿтĕлекен ăслă платформа хăех операцие биометрипе çирĕп-летме ыйтать. Тĕслĕхрен, пысăк укçа куçарнă чухне. Ăна нимĕнле дип-фейк та, сăн ÿкерчĕк те улталаймасть. Малашне кредит илнĕ тата банк карттипе операци тунă чухне те биометрипе çирĕплетмелле тăвасшăн.