1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
21 марта 2025 г. 15:19

Ватăлма вăхăт çук...

Ватăлма вăхăт çук...

 

Тăвай муниципалитет округĕн вăрçăпа ĕç, право сыхлав органĕсен (пенсионерсен) районти Канашĕн пленумĕнче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ыйтăва сÿтсе явнă. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Ăрусен астăвăмĕн эстафети» проекчĕпе килĕшÿллĕн Тăвай округĕнчи ветерансен совечĕ йĕркелекен «Пирĕнпе юнашар пурăнакан паттăрсем» видеороликсен конкурсĕн положенине пĕр кăмăллăн çирĕплетнĕ.

имма Гурина аслă ăрусен канашĕнчи наставниксем округ администрацийĕ-пе тачă çыхăну тытнине, умра тăракан задачăсене татса пама пĕрле утăмланине пĕлтернĕ. Ятарлă çар операцийĕнчи хÿтĕлевçĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассипе хастарлăх кăтартнине, çакăншăн çар командованинчен темиçе хутчен Тав сăмахĕ илнине асăннă.

«Эпир миршĕн пурăнатпăр, ĕçлетпĕр»,— тенĕ Енĕш Нăрвашри, Тăрмăшри пуçламăш организацисен председателĕсем Зоя Герасимовапа Елена Матросова. Ялсенчи кĕмĕл волонтерсем Тăван çĕршыва пулăшассипе çыхăннă сăваплă ĕçе хутшăннине, вăрçăра çывăх çыннисене çухатнă амăшĕсемпе тăванĕсемшĕн чун тĕрекĕ пулма тăрăшни çинчен каласа панă.

Иртнĕ çул тăвайсен паха опычĕ-пе Канаш округĕнчи ветерансен организацийĕн делегацийĕ паллашса Тăрмăш шкулĕнче пулнă, кунти музей ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă. Çамрăк ăрăва çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр-лес ĕç, патриотлăх воспитанийĕ çар службинче пулнисен пĕрлĕхĕпе тачă çыхăнса ĕçленинчен нумай килнине курса ĕненнĕ.

Пленум ĕçне Тăвай округĕнчи вĕренÿ пайĕн начальникĕ И.В.Семенова, округри Общество палатин председателĕ В.Я.Шакров, АПК ветеранĕсен совечĕн ертÿçи Н.И.Иванов хутшăннă, ветерансене пĕрлехи ĕçре ырă тĕслĕх кăтартса, ыттисене хавхалантарнăшăн тав тунă. Ытти общество ĕçĕнче те, çав шутра пулăшу акцийĕнче те, вĕсен пысăк тÿ-пе хывнине асăннă.

«Тĕпрен илсен, ветерансен ĕçĕ-хĕлĕ хальхи вăхăтра СВОри ентешсене пулăшассипе ытларах çыхăннă. Аслă ăру çыннисем ывăнма пĕлмесĕр станок умĕнче маскировка тетелĕсем çыхаççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, апат-çимĕç наборĕсем типĕтеççĕ, чей пакечĕсем хатĕрлеççĕ, çĕлеççĕ тата ытти те. Тăван халăх культурине упраса пурăнма та вăй-хал çитереççĕ. Алă ĕçĕ те чун йăпатмăшĕ вĕсемшĕн. Пĕтĕм Раççейри конкурссенче çĕнтереççĕ», — тесе пĕтĕмлетнĕ отчетне Римма Антоновна.

Ветерансен канашĕн ĕçне аван хак панă. Пленум ĕçне хутшăннă хăнасем округри ветерансене тав тунă, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă.

Юлашкинчен «Активлă вăрăм ĕмĕр» клуб çумĕнчи «Надежда» ансамбль хĕрĕсен музыка саламĕ вара пурин кăмăлне те çĕкленĕ.

 

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать