Сар хĕвел хĕрелсе тухнине,
Шурă пир карса чарас çук.
Çамрăк ĕмĕр иртсе пынине
Алăпа тытса чарас çук.
Уйра путене авăтать те —
Çу çитнине систерет.
Пуçăмра çÿçĕм шуралать те —
Ĕмĕр иртнине систерет.
Сар вĕрене çулçине
Мĕншĕн татăлмалла тунă-ши?
Çакă çамрăк ĕмĕре
Мĕншĕн ватăлмалла тунă-ши?
Атăл шывĕ юхать анаталла,
Атăл шывĕ юхать анаталла:
Тăванĕсем юлаç каялла,
Çамрăк ĕмĕр юлать каялла.
Кил, килех тăванăм, кил, тăванăм
Çамрăк пуçу ватта юличчен;
Çамрăк пуçу ватта юлсан
Килессÿ килсен те килеймĕн.
Курассу килсен те кураймăн,
Юрлассу килсен те юрлаймăн,
Савнассу килсен те савнаймăн,
Хăнана пырса кураймăн.
Çак юрра юрласа савăнтараканĕ — Сăхăтпуç ялĕнчи Анна Нумова, вăл кăçал июлĕн 2-мĕшĕнче, 100 çул тултарать.
Анна Алексеевна Наумова Сăхăтпуçне Кĕтеснер ялĕнчен качча килнĕ. Вĕсем Марье аппапа иккĕшĕ йĕкĕреш çитĕннĕ. Шел, мăшăрĕсем çĕре кĕнĕренпе чылай çул иртнĕ. Анна аппа мăшăрĕ-пе 7 ача çуратса ÿс- тернĕ. Хăй халĕ Елизавета хĕрĕпе пĕрле пурăнать. Анна Алексеевна ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă яланах. Вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте тăрăшнă, звеньевой та пулнă вăй питти çулĕ-сенче, ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Ял çыннисем ăна депутата суйланă. Ялан хисепре, чысра, çÿллĕ шайра пулнă унăн ячĕ. Ялта пĕрремĕш юрă ăсти те вăлах пулнă. Пурнăçра малашне те ырлăх-сывлăх сунатпăр ăна.
Нумаях пулмасть Анна Наумована «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа — 80 çул» юбилей медалĕ парса чысланă.