1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
28 марта 2025 г. 11:41

«Чун апатне» туянма

 

Вĕренÿ çулĕн виççĕмĕш чĕрĕкĕ вĕçленнĕ хыççăн çурхи каникул умĕн Чутейри вăтам шкул йышĕ «чун апатне» туянма тĕп хулана çити çул тытрĕ. Газель водителĕ Андрей Хаймулин пирĕнпе килĕшсе тĕрĕс-тĕкел илсе кайса килчĕ. Хулари паллă вырăнсене çитсе паллашни те чуна уçрĕ. Пурте тулли кăмăлпа, чун-чĕре пуянлăхĕпе таврăнтăмăр киле.

Театрта вырăсларан чăвашла куçарнă «Пĕр уйăх çеç пĕрле» спектакль куртăмăр. Ăна вырăс писателĕ И.С.Тургенев 175 çул каялла Парижра пурăннă чухне çырнă. «Месяц в деревне» пьеса тăрăх лартнă драмăпа паллашма интереслĕ пулчĕ.

1872 çулта пĕрремĕш хут Мускаври Пĕчĕк театрта ку пьесăпа спектакль кăларнă. Чăвашла ăна Галина Матвеева куçарнă. Вăл пуçласа 2023 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче чăваш сцени çине тухнă.

Ислаевсен кил-çуртĕнче лăпкă пурнăç çамрăк учитель Алексей Николаевич килнĕренпе «пуç хĕрлĕ çаврăнма» пуçланине кăтартнă. Хуçа арăмĕ Наталья Петровна каччăна юратса пăрахать. Упăшки, ывăлĕ пуррине пăхмасăрах çамрăк хĕрарăмăн чĕринче халиччен пĕлмен туйăмсем çуралаççĕ. Унăн пурнăçĕ канлĕхрен тарăн асапланăва çаврăнать. Лăпкă пурнăçран вĕчĕрхенекен, кĕвĕçекен, асаплă туйăмсен ытамне кĕрсе ÿкет хуçа арăмĕ. Çилпе тăвăл çавăрса илнĕ пек, ăна юрату хăйĕн çемйи çинчен те пуçĕпех мантарать.

Наталья Петровна, Верочка, Беляев, Ракитин, Аркадий Сергеевич Ислаев, Афанасий Иванович Большинцов, Шпигельский, Матвей, Катя, Коля (хуçа ывăлĕ) ролĕсене вылякансем пултарулăхпа палăрчĕç, чаплă сăнарларĕç. Спектакльте вылякансене малашне те ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр, чун-чĕре парнишĕн тав тăватпăр. Шкул коллективĕ йышпа тухса çÿреме пултарнăшăн А.В.Гуринана, Н.С.Куракинана тав тăвать.

Ман шутпа, ултавлă юрату хыççăн кайса çемьене аркатма юрамасть. Вăхăтлăха килнĕ вылянчăк шухăша сирсе ямаллине те вĕрентет спектакль. Пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнсан, вăхăтĕн-че каçарма пĕлсен кăна çемье телейлĕ.

Людмила МИХАЙЛОВА, Чутей шкулĕ

Поделиться:
Распечатать