Чăваш Енре çул-йĕр хуçалăхне малалла аталантарĕç. Çак тĕллевпе Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тата Росавтодор ертÿçи Роман Новиков регионти автомобиль çулĕсен аталанăвĕн меморандумĕ çумне хушма килĕшÿ тунă.
Асăннă меморандумпа килĕшÿл- лĕн 2030 çулччен 51 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Çав шутра федераци бюджетĕнчен - 20 миллиард тенкĕ. Федераци пулăшăвĕпе килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне 390 çухрăма яхăн çула юсаса йĕркелĕç. Ку вăл регионти 500 пин ытла çыннăн пурнăçне çул-йĕр тĕлĕшĕнчен лайăхлатма пулăшĕ.
«Ку килĕшÿ Чăваш Республикин çул-йĕр инфратытăмне аталантарас тĕлĕшпе тунă пĕлтерĕшлĕ утăм. Росавтодор çул-йĕр проекчĕсене пурнăçлас ĕçе пур енлĕ пулăшу кÿрет. Федерацин çул-йĕр агентствипе пĕрле ĕçлени пире регионти çулсене палăрмаллах лайăхлатма пулăшасса шанатпăр»,- палăртнă Олег Николаев.
Кăçал «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 33 объектра пĕтĕмпе 70 çухрăм çул çинчи ĕçсене пурнăçлама палăртса хунă. Çавăн пекех 4 кĕпере юсĕç, 6 çухрăм урама çутăпа тивĕçтерĕç.
Роман Новиков палăртнă тăрăх, 2024 çулта Чăваш Енри çулсем çинче çул-йĕрпе транспорт инкекĕ-сем 28,7 процент сахалрах пулнă, суранланнисен йышĕ те 38 процент чакнă, çын вилнĕ тĕслĕхсем 17,8 процент сахалланнă. Кăçалхи малтанхи икĕ уйăхра та, умĕнхи çулхипе танлаштарсан, кăтартусем лайăх пулнă. Федераллă трассăсем çинче те инкексен хисепĕ чакнă.
«Паллах, Чăваш Ен урлă иртекен федераци çулĕсем çинчи хăрушсăрлăх шайне малалла пысăклатмалла»,- тенĕ Росавтодор ертÿçи Роман Новиков. Федераци пулăшнипе 12 объектра тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерĕç. Çав çулсен участокĕсем 15 ял-хула çывăхĕн- че вырнаçнине шута илсен, вĕсем çав тăрăхра пурăнакан 12 пин ытла çыннăн пурнăç условийĕсене çăмăллатма пулăшĕç. Тĕслĕхрен, Улатăр округĕнчи Суйкăн тата Çĕнĕ Эйпеç ялĕсен хушшинчи çул çĕнелĕ. Етĕрне хулине кĕмелли çулсене те юсĕç. Кăçал регион пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене норматив кăтартăвĕсене çитерме федераци бюджетĕнчен 1,4 миллиард тенкĕ уйăрĕç. «Атăл» М-7 автоçулăн 643-659-мĕш çухрăмĕ-сене юсаса çĕнетес ĕçе 2029 çулта мар, çитес çулах тума пуçлас ыйтăва та сÿтсе явнă Олег Николаевпа Росавтодор ертÿçи Роман Новиков.
Чăваш Республикинче пурте усă куракан автомобиль çулĕсен тăршшĕ 12804,1 çухрăмпа ?2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлнехи кăтартупа% танлашать, çак шутра федераци пĕлтерĕшлисем - 401,8 çухрăм, регион пĕлтерĕшлисем - 1556,8, вырăнти çулсем - 10845,5 çухрăм.
Иван ИВАНОВ