Мария Ивановна Турхан (1922-2008 ç.ç.)
1941 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Кĕçĕн сержант, телеграфист. Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Вăрçă хыççăн районти шкулсенче учительте ĕçленĕ. Çемье альбомĕнчи сăн ÿкерчĕк. Ăна Мария 1945 çулхи майăн 23-мĕшĕнче фронтран çывăх тăванĕсене ярса панă.