Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕ А.С.Никитин каникул умĕн кĕçĕн классенчи ачасемпе калаçу ирттернĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче инспектор вĕренекенсене çул çинче, общество транспортĕнче хăйсене мĕнле тытмалли çинчен каласа панă, çул-йĕр правилисемпе паллаштарнă.
Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕшĕн те шута илмеллисем пулнă. Кĕçĕннисене шкула леçнĕ чухне çул çинчи кашни вырăна пĕлмелле, ачасене хăш вырăнта каçмаллине, ялан тимлĕ пулмаллине ăнлантармалла.
«Тĕттĕм вăхăтра водитель асăрхатăр тесе çутатакан хатĕрсемлĕ ятарлă тумсем тăхăнмалла»,— асăрхаттарнă калаçу вăхăтĕнче çул-йĕр сотрудникĕ.
Раиса ВАСИЛЬЕВА