Çурхи каникул пуçламăшĕнче Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта кăнтăрлаччен ĕçлекен лагерь алăкĕсене уçрĕ.
Паян ирхине, ак, çамрăк вĕренекенсем хусканусем туса вăй-хал илнĕ хыççăн кăмăлĕсене лайăхлатрĕç. Унтан хут салфеткăсенчен чечексем тăвассипе мастер-класс кăтартрĕç ачасем. Каярахпа пурте пĕрле ялти библиотекăна кайрĕç. З.Мижеева библиотекарь ырă сунса кĕтсе илчĕ вĕсене. Лагерь ачисем культура учрежденийĕсен сотрудникĕсене професси уявĕпе саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Тĕрлĕ вăйăсем вылянипе, юратнă юмахсене вуланипе вĕçленчĕ кун.
Валентина ВЛАДИМИРОВА