Культура ĕçченĕсен кунĕ умĕн округра отрасль итогĕ-сене пĕтĕмлетнĕ. Çавна май хăйсен пурнăçне тăван тăрăхăн кăмăл-сипет пуянлăхне упраса хăварма тата хушса пыма панă ĕçченсен ячĕпе нумай ырă сăмах каланă. Шăпах вĕсен хастарлăхĕпе, чун-чĕри хавхаланăвĕпе, харпăр хăй ĕçне парăннипе Тăвай округĕн культури малалла аталанать, çынсен пурнăçне çутăрах та пуянрах тăвать. Чаплă лару-тăрура округри культура хăтлăхне йĕркелеме тивĕçлĕ тÿпе хывакан ĕçченсен çитĕнĕвĕсене палăртнă.
Çапла округри культурăна аталантарма тÿпе хывнăшăн Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ:
Марина Николаевна Иванова, Тăрмăшри культура çурчĕн заведующийĕ*
Анна Витальевна Зайцева, Тĕмерти культура çурчĕн заведующийĕ,
Галина Анатольевна Шакшина, Мучарти культура çурчĕн культорганизаторĕ,
Алина Валерьевна Волкова, Чутейри культура çурчĕн культорганизаторĕ.
Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă:
Наталия Викторовна Георгиевана, Тушкилти культура çурчĕн заведующине,
Игорь Васильевич Кузьмина, Тушкилти культура çурчĕн культорганизаторне.
Тĕлпулура пурнăçа кĕртнĕ проектсем пирки отчетсем тăратнă, çитĕнÿ- сене тишкернĕ, малалла аталанмалли енсене палăртнă, çĕнĕ проектсене пурнăçлассине, çак ĕçе çамрăксене, общественноçа активлă явăçтарассине уйрăм тимлĕх хунă.
Çитĕнекен ăрăва эстетика воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕн преподавательне Светлана Анатольевна Глухована Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен Министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.