1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
28 марта 2025 г. 11:24

Наркотике хирĕçле ларура

 

Тăвайра наркотике хирĕçле комисси ларăвĕ иртнĕ, унта чылай ыйтăва пăхса тухнă. Тăвай муниципалитет округĕнчи нарколару-тăру тата Раççей Федерацийĕн 2030 çулчченхи тапхăрти наркотике хирĕçле политикин патшалăх шайĕнчи стратегине пурнăçласа туса ирттерекен тĕп ĕçсем çинчен РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Урмарский» пайĕн «Янтиковское» полици уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ Борис Борисов тата «Канашский ММЦ» бюджетлă учрежденин «Тăвайри тĕп больница» филиалĕн поликлиника ĕçĕн заведующийĕ, врач психиатр-нарколог Татьяна Игнатьева пĕлтернĕ.

2024-2025 вĕренÿ çулĕнче социаллă-психологи тестированийĕ ирттернин кăтартăвĕсем, «шанчăксăр ушкăнри» вĕренекенсемпе профилактика ĕçĕсем ирттерессине йĕркелени çинчен «Психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу центрĕ» учреждени директорĕ Валентина Белова каласа панă. «Обществăлла йĕркелĕхе тивĕçтересси тата преступноçа хирĕç тăрасси» муниципалитет программин наркотикла хатĕр-семпе тата психотроплă япаласемпе саккунсăр усă курнин профилактики тĕлĕшпе йышăннă çумпрограммăна иртнĕ çулта мĕнле пурнăçланине те сÿтсе явнă. Наркотике хирĕçле комиссин протоколсенчи йышăнăвĕсене пурнăçланипе асăннă комисси секретарĕ Наталья Колоколова паллаштарнă. Ларура сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă, Тăвай муниципалитет округĕн территорийĕн-че наркотикла хатĕрсене сарассине тата вĕсемпе усă курассине ум пÿл-мелли мерăсене палăртнă.

Поделиться:
Распечатать