«Хăтлă хула хутлăхĕ» федераци проекчĕ пулăшнипе 2020-2024 çулсенче Чăваш Енре 158 общество вырăнне хăтлăлатнă. Ку енĕпе пирĕн округра та нумай ĕç пурнăçланă.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ тĕле республикăри 5 палăка, çав шутра Тăвай ялĕнчи З.А.Космодемьянская палăкĕ таврашĕнчи территорие çĕнетме палăртнă. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕрхи сасăлав вăхăтĕнче шăпах 2025 çулта пурнăçламалли çак объекта суйласа илнĕ. Хальхи вăхăтра 1-мĕш тапхăрта (палăк патĕнчи ĕçсене) туса ирттерекен подрядчике палăртнă. Кăçал ĕçсем «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ.
2025 çулта Тăвай çыннисен З.А.Кос-модемьянская палăкĕ çумĕнчи общество территорийĕнчи икĕ дизайн-проектшăн сасăламалла. Сасăлав апрелĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 12-мĕшĕччен пырать.
Ял сăн-сăпатне улăштарма, тирпей-илем кĕрт-мелли вырăна суйласа илме волонтерсен пулăшăвĕпе анлă усă кураççĕ. Тăвайсем иртнĕ çулсенче ку енĕпе регионта малтисен ретĕн- че пулнă. Хăтлăх объекчĕсене суйлассине пысăк витĕм кÿме волонтерсен командине йĕркелес ĕç пуçланнă ĕнтĕ. Доброволецсен ĕçне 14 çултан аслăрах Раççей гражданинĕсем, енчен те Патшалăх услугинчи Добро.рф. профильпе çыхăннă пулсан, хутшăнма пултараççĕ. Хăвăра интереслентерекен ыйтупа округ администрацине шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.
Светлана НИКОЛАЕВА,
Тăвай округĕн пуçлăхĕн
çамрăксен ыйтăвĕсемпе
ĕçлекен советникĕ