2024 çулхи сентябрь уйăхĕнче Кармал ялĕнчи Николай Захаров ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе тăнă. Шел пулин те, çар заданине пурнăçланă чухне вăрçă хирĕнче пуçне хунă.
Раççей Пре-зиденчĕн 2024 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнчи указĕпе Николай Аркадьевич вилнĕ хыççăн «Паттăрлăхшăн» ордена тивĕç пулнă. Хÿтĕлевçĕ тивĕçне чыслăн пурнăçланă пирĕн ентеш. Николай мотострелоксен уйрăмĕнче водитель пулнă.
Çак кунсенче Тăвай округĕн администрацийĕнче СВОра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă Николай Аркадьевичăн патшалăх наградине унăн аппăшне панă.
Вăл яланах сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Йышлă çемьере çуралнă. Ашшĕ, Аркадий Яковлевич, «Победа» совхозра тракторпа ĕçленĕ, амăшĕ, Зоя аппа, бригадăра тăрăшнă, фермăра пăру пăхнă. 5 ача — 4 ывăлпа пĕр хĕр — çитĕннĕ çемьере. 80-мĕш çулсенче çунса кайрĕç вĕсем. Пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Çăмăл пулмарĕ ачасен пурнăçĕ. Интернатра вĕренсе тухрĕç Владик, Ирина, Коля, Толик тата Олег. Ялта пурăнакан ашшĕ патне те килсех тăчĕç. Пурнăç çулĕ çине тăрсан ялтах тĕпленчĕç темелле. Коля шкул пĕтернĕ хыççăн платнике вĕренсе тухрĕ, Мускава стройкăна ĕçлеме çÿ- ретчĕ. Ыттисене пулăшма тăрăшатчĕ.
Раççейĕн малашлăхĕшĕн пуçне хунă паттăрăн сăнарĕ пурин чĕринче те упранĕ. Паттăрсен ячĕсем вилĕм-сĕр!
Светлана ШАШКОВА, Кармал ялĕ