1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
28 марта 2025 г. 11:38

Пушартан сыхланăр

 

2025 çулта Чăваш Енти пушар хăрушсăрлăхĕн тапхăрĕ апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçланать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн çакăн пирки калакан постановленине премьер-министр тивĕçне пурнăçлакан Сергей Артамонов алă пусса çирĕплетнĕ.

Документра вăрман тата çут çанталăк пушар хăрушсăрлăхĕн объекчĕ-сен переченьне палăртнă. Вăл шутра: çынсем пурăнакан 199 вырăн, ача-пăча канăвĕн 13 лагерĕ тата 23 сад юлташлăхĕ.

Аса илтеретпĕр, 2021 çулта пушар хăрушсăрлăхĕн тапхăрĕ апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçланнă, 2022 çулта — апрелĕн 11-мĕшĕнчен, 2023—2024 çулсенче — апрелĕн 1-мĕшĕнчен.

Кăçалхи виçĕ уйăхра Тăвай муниципалитет округĕнче икĕ пушар тухнă, Вăтаяльпе Çĕнĕ Пуянкассинче.

Поделиться:
Распечатать