1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
28 марта 2025 г. 11:44

Редис акар-и?

 

 

Çуркунне кун тăршшĕ кĕскерех, шăпах редис вăрлăхĕ акма меллĕ. Тымар тытăмĕ кун тăршшĕ 10-12 сехет чухне аталанать, кайран вара чечеке тата кĕпçене каять.

Редис вăррине парнике е теплицăна акма юрать. Кун каçипе вăл лайăх ăшăнать. Пĕчĕк те çÿллĕ мар туса панă çĕрте ăшă ирчченех тытăнса тăрать.

Редис вăррине пÿрне сыппи тарăнăшне кашни 5 см хурса тухаççĕ. Парникри кăнтăрлахи температура 14-17 градус, каçхи 10 градус ăшăран сивĕнмен чухне редис аван ÿсет. Температура тăруках улшăнса тăни начар витĕм кÿрет: ăшăра редис çулçи ашкăрать, сивĕ- ре кĕпçене каять.

Поделиться:
Распечатать