1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 1 Апрель 2025 г.
28 марта 2025 г. 11:17

Регион ертÿçин ĕçне пысăка хурса хакланă

 

Мартăн 26-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă, Олег Алексеевич Чăваш Енĕн юлашки пилĕк çулхи аталанăвĕ çинчен каласа панă. Çапла регионăн пĕтĕмĕшле продукцийĕ 1,85 хут ÿснĕ, промышленноç продукцийĕ тиесе ăсатнин калăпăшĕ 2,3 хут пысăкланнă. Бюджетăн хамăр туса илнĕ тупăшĕсем 2,1 хут ÿснĕ. Налуксен калăпăшĕ нумай хушăннă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне суйланма хутшăнма кăмăл тунине ырланă.

«Олег Алексеевич, татса паман ыйтусем яланах нумай, проблемăсем ялан çителĕклĕ, ку вăл куллен тимлемелли ыйтусем. Анчах Эсир пултаратăр, тăрăшса ĕçлетĕр, кăтартусем тĕпрен илсен лайăх, çавăнпа эпĕ Сире ăнăçусем сунатăп»,- тенĕ Владимир Путин.

«Ку вăл пысăк яваплăх, çак шанăçа тÿрре кăларма тата Чăваш Ен ырлăхĕшĕн малалла та пĕтĕм вăя хурса ĕçлеме хатĕр эпĕ»,- тав тунă патшалăх пуçлăхне Олег Николаев хăйне шаннăшăн.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех республикăра çичĕ производство кластерĕ туса хунине тата логистика центрĕсемпе пысăк предприятисенче кирлĕ погрузчиксене тата çавăн пекех рынокра 70 процент ытла йышăнакан апат-çимĕç оборудованине локализациленине каласа панă.

АПКра аш-какайпа, тырăпа тата çăмартапа çĕр процентлă кăтартусем тунă, çакă апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринине тивĕçтерет. Инвестицисем хывасси 1,7 хут ÿснĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 200 млрд яхăн тенкĕлĕх 174 проекта пурнăçа кĕртеççĕ.

Чăваш Енре çавăн пекех туризм сфери тикĕс аталанать, туристсем республикăна пырса çÿресси 1,7 хут, Атăл юханшывĕ тăрăх тăватă хут ÿснĕ.

Чăваш Енре социаллă сферăра та - медицинăра, вĕренÿре, культурăра - палăрмалла улшăнусем пулса иртнĕ. Çапла юлашки пилĕк çул хушшинче сывлăх сыхлавĕн 291 объектне, спорт инфраструктурин 98 объектне юсанă тата çĕнĕрен тунă. Тăхăр шкул хăпартнă, 111 шкула тĕпрен юсанă. Культура отраслĕнче 452 объекта çĕнетнĕ, çав шутра 35 культура çуртне çĕнĕрен çĕкленĕ.

Çакна та палăртса хăварар - регион правительстви Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине туса хатĕрленĕ. Ăна пурнăçа кĕртни республикăна аталану вăй-хăватне малалла ÿстерме тата экономика кăтартăвĕсене пысăклатса пыма май парĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн

Администрацийĕн пресс-служби

Поделиться:
Распечатать