• Иртнĕ эрне вĕçĕнче Чăваш Республикин çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ вăтăр виççĕмĕш сессийĕ ĕçленĕ. Парламентари 15 ыйтăва пăхса тухнă, вĕсенчен 7-шĕ - саккун проекчĕсем. Тĕп саккунсенчен пĕри - «Чăваш Республикин 2025 çулхи, 2026 тата 2027 çулсенчи республика бюджетне улшăнусем кĕртесси». Пĕрремĕш тÿр-летÿсем кĕртнĕ хыççăн бюджет тупăшĕ 4,1 млрд тенкĕ ÿснĕ, 104,3 млрд тенкĕпе танлашнă. Тăкаксем 12,8 млрд тенкĕлĕх пысăкланнă, 114,7 млрд тенке çитнĕ. Хушма тупăша уйăрас ыйтăва та пăхса тухнă. Чи пысăк укçа - 10 млрд тенкĕ ытла - социаллă пурнăçпа культурăна, социаллă политикăна - 4,3 млрд., вĕрентĕве - 2,7 млрд тата сывлăх сыхлавне 1,6 млрд тенкĕ яма палăртнă.
• Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси халичченхи пекех пысăк тимлĕхре пулĕ, ку енĕпе бюджетра тăкаксен калăпăшне 1 млрд тенкĕлĕх ÿстернĕ. Çапла майпа вăл пĕтĕмпе 14,7 млрд тенкĕпе танлашĕ.
• Муниципалитетсем валли уйăракан финанс пулăшăвĕ 3,3 млрд тенкĕ хушăнĕ, çапла вара бюджета тÿрлетÿсем кĕртнĕ май тивĕçекен патшалăх пулăшăвĕ 33,9 млрд тенкĕне çитĕ. Ку хисеп 2025 çул валли малтан палăртнă тÿперен 11 процент пысăкрах.
• Чăваш Енре паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 50, Ленинград блокадине тÿснĕ 24, концлагерьте нушаланнă 26 çын пурăнать. Сессире йышăннă саккунпа килĕшÿллĕн, Аслă вăрçă инваличĕсемпе участникĕсем, Ленинград блокадинче пулнисем, концлагерьсенче нушаланнă çул çитмен çамрăксем, тăлăх салтак арăмĕ-сем ?упăшкисем% республика бюджетĕнчен 20-шер пин тенкĕ, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем 5-шер пин тенкĕ илĕç.
• Хуласемпе ялсенче авариллĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсене куçарма 300 млн тенкĕ пăхса хунă. Тăлăх, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене çурт-йĕр-пе тивĕçтерме 2025 çулта 1,4 млрд тенкĕ тăкаклĕç.
• СВОпа çыхăннă мероприятисем ирттерме, салтаксене тÿлеме, вĕсен çемйисене пулăшма сессире 3,625 млрд хушма укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă.
• Çитес вăхăтра Чăваш Енри лавккасене Çĕрпÿри чăх-чĕп фабрикин аш-какайĕ те тухĕ. Кунта кайăк-кĕшĕке чăн-чăн апатпа, искусствăлла хушма япаласемсĕр, çитĕн-тереççĕ. Тепĕр икĕ витене хута ярсан фабрика талăкĕпе ĕçлеме пуçлĕ. Кунта 4 вите, инкубатор, чăх пусса тирпейлемелли цех, холодильник пур. Çулталăкра 2 пин тонна чăх-чĕпе тирпейлесе сутлăха кăларма палăртаççĕ.
• Пирĕнпе кÿршĕллĕ Вăрмар округĕнче иртнĕ Правительство кунĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Вăрмар округĕ юлашки пилĕк çулта кал-кал аталаннине, совет çулĕсенчех район хăйĕн промышленноçĕпе палăрнине, кунта сĕтел-пукан туса кăларнине, çĕвĕ производстви пулнине палăртнă. Халĕ те акă кунти «Аквопром» предприяти - округăн кăна мар, пĕтĕм республикăн ÿсĕмĕпе аталану драйверĕ. Предприятире гидроаккумуляторсем тата ăшăтмалли системăсем валли баксем туса кăлараççĕ. Кунашкаллисем çĕршывĕпе те тăваттă кăна-мĕн. Завод пысăк хăвăртлăхпа аталанать, продукци туса кăларасси кĕске вăхăтрах темиçе хут ÿснĕ.
• Чăваш Енре Европа çÿлевĕçĕн йышне упраса хăвармалли тата пысăклатмалли проект пуçараççĕ. Çавна май темиçе çÿлевĕçе Етĕрне районĕнчи А.П.Айдак ячĕллĕ этноçутçанталăк паркĕн территоринче вырнаçтараççĕ. Çитĕннĕ пĕр чĕрчуна Киров облаçĕнчен, икĕ çурана Мускав облаçĕн- чен илсе килеççĕ. Хальлĕхе Чăваш Енре Европа çÿлевĕçĕсем питĕ сахал - 14 пуç кăна.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ