Патшалăх хевтесĕр çынсен çивĕч ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрать.
Организацисен, магазинсен, шкулсен тата ытти объектсен умĕсенче инвалидсем коляскăпа чăрмавсăр кĕрсе çÿреччĕр тесе пандуссем тăваççĕ. Чылай çĕрте кĕмелли алăк айккинче шăнкăравласа пĕлтермелли кнопкăсем лартнă. Акă, Тăвайри пенси фондне кĕнĕ çĕрте те тивĕçтереççĕ ку пулăшупа.
Инвалидсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе тимлеççĕ ĕçлев центрĕнчисем. Чи малтан ĕç тупса параççĕ сусăр çынсене. Кăçалхи виçĕ уйăхра пĕр инвалида вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарнă.
Любовь КУЗЬМИНА