1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
28 марта 2025 г. 11:43

Сывлăх тăшманĕ

 

Наркотикпе туслашсан, этем ăшă туйăм çинчен манать. Юратнине, савăннине, хурланнине туйми пулать. Самантлăх киленÿ гепатит, ВИЧ-инфекци тата ытти хăрушă чирсемпе аптăрасси патне илсе çитерет.

Енчен те килте хаклă япаласем, укçа çухалсан, ача шкула çÿреме пăрахсан, çакă сире сисчĕвлентермелле. Çамрăксене сăнаса тăмалла, аллисем çинче укол тунă вырăнсене асăрхасан, ывăл-хĕрĕре нарколог патне илсе кайса тĕрĕслеттермелле.

Наркомани чирне пирĕн пурин те пĕрле хирĕç тăмалла. Анăç «парни» ырри патне çитерменнине асра тытмалла. Наркотикпа ан туслашăр, вăл сывлăха сиенлет.

Татьяна ИГНАТЬЕВА, врач-нарколог

Поделиться:
Распечатать