Чиновниксен тăкакĕ- сене тĕрĕслесе тăни — коррупцирен сыхланассипе çыхăннă ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Çулталăк пуçланнăранпа тăкаксене тĕрĕслесе тăрасси çинчен калакан закона пăснин чылай тĕслĕх- не тăрă шыв çине кăларнă республикăра.
Тĕрĕслевсем ирттернĕ май патшалăх тата муниципалитет служащийĕсен, должноçри ытти çыннăн тăкакĕсем вĕсен тупăшĕпе пĕр килни, çавăн пекех вĕсем тупăш, тăкаксем, пурлăх тата пурлăхпа çыхăннă обязательствăсем çинчен тăратнă справкăсенчи кăтартусен чăнлăхĕ тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулнă.
(Хамăр инф.)