1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
28 марта 2025 г. 11:32

Тăвайра шахматпа уçă фестиваль иртнĕ

 

Иртнĕ шăматкун П.Х.Бухтулов ячĕпе хисепленекен Тăвайри вăтам шкулта «Тăвай округĕнчи шахмат легендисем» уçă фестиваль иртнĕ. Ку вăл унта хутшăннисемпе хăнасемшĕн тата шахмат искусствине кăмăллакансемшĕн чăн-чăн праçник пулса тăнă. Фестивальте Тăвай, Элĕк, Шупашкар, Етĕрне, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри округĕсенчи тата Шупашкар хулинчи çамрăк шахматистсем ăмăртнă.

Мероприятие «Спорт — пурнăç норми» федераци проектне, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн федераци шайĕнчи «Ача-пăча спорчĕ» парти проектне тата Раççей шахмат федерацийĕн «Шкулсенчи шахмат» федераци проектне пурнăçа кĕртнĕ никĕс çинче Чăваш Республикин шахмат вĕрентĕвĕн регионти ресурс центрĕн ертÿçи Вера Гришина пуçарнипе тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин финанс енчен пулăшу панипе ирттернĕ.

Фестивале уçса округ адми-нистрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан — вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Ирина Семенова, Тăвайри вăтам шкул директорĕ Евгений Моряков, ЧР шахмат вĕрентĕвĕн регионти ресурс центрĕн ертÿçи Вера Гришина, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсем хушшинче темиçе хутчен те чемпионка пулнă, Пĕтĕм Раççейри «Шахмат вĕрентекенĕ» конкурс çĕнтерÿçи Вера Сидорова саламлă сăмахсем каланă, çитĕнÿсем тума ырă суннă, фестиваль шахмат вăййине сарма, çамрăксен шухăшлав логикине аталантарма пулăшасса шанса тăнине палăртнă.

Хĕрÿ кĕрешÿре çĕнтерÿçĕсем палăрнă. Пĕрремĕш вырăна Çĕрпÿ муниципалитет округĕнчи Александр Сергеев çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăна Александр Пахомов (Шупашкар округĕ), виççĕмĕшне Вячеслав Васильев (Элĕк округĕ) тухнă.

Фестивале йĕркелекенсем шахматистсен хăйне уйрăм çитĕнĕвĕсене палăртма ятарлă номинацисем туса хунă. «Тăвай районĕн шахмат легенди» ята Тăвай ялĕнчи Александр Семенов тивĕçлĕ пулнă. Виталий Сергеев (Çĕрпÿ округĕ) «Шахмат ăсти» ята тивĕçнĕ. Арсений Ермаков (Сĕнтĕр-вăрри округĕ) «Шахмат шанчăкĕ» пулса тăнă. Шупашкар хулинчен фестивале килнĕ чи çамрăк та перспективлă вăйăçа Роман Степанова «Шахмат çăлтăрĕ» ят панă.

Фестиваль округри шахмат пĕрлĕхĕпе хăнасемшĕн пысăк çутă событи тата çамрăксем хушшинче çак ăс-тăн вăййине сарма хавхалантаракан кăсăклă мероприяти пулса тăнă. Çавăншăн тав тăвать те Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕ фестиваль организаторĕсемпе шахмат турнирĕн участникĕсене.

Поделиться:
Распечатать