Пирĕн республикăра экстремизмпа терроризмран хÿтĕ-лессипе те тимлĕх уйăраççĕ, пурнăçшăн кирлĕ объектсене тата çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ.
Чăваш Енри террора хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссин йышăнăвĕсене пурнăçламасан, объектсемшĕн яваплă граждансене ответ тыттараççĕ.
халăха хăрушсăрлăхпа ти-вĕçтересси — патшалăх приоритечĕ. Пирĕн ку енĕпе йĕрке тăвассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçламалла. Пурнăç сыхлăхлă, тимлĕ пулма ыйтать.
Борис БОРИСОВ,
полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ