1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
28 марта 2025 г. 11:42

Тирпей-илем кĕртрĕмĕр

 

Юр айĕнчен ĕç тухать тесе ахаль каламаççĕ! Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕн старости йĕркеленипе субботнике пухăнса ачасен лапамне пĕлтĕрхи курăксенчен, çÿп-çапран тасатрăмăр.

Кĕçех ачасен сасси янăраса тăрĕ кану вырăнĕнче, ял урамĕ те ача-пăчапа тулĕ, таса ешĕл курăк шăтса тухĕ.

Малтанхи субботник хыççăн 3 кунтанах ял варринчи Ярантай çырмине те америка йывăçĕсенчен, типĕ ÿсен-тăрансенчен тасатса тăван яла илем кĕртрĕмĕр. Ку ĕçе çын валли мар, хамăра пурăнма илемлĕ, таса пултăр тесе тăватпăр.

Ялти культура ĕçченĕсем общество территорине тирпейлерĕç. Ытти ĕç коллективĕсенче те субботниксем иртеççĕ.

 

Надежда ЧЕРНОВА,

староста. Енĕш Нăрваш ялĕ

Поделиться:
Распечатать