Пахча çимĕçсен çутă та янкăр тĕсĕсем куçа савăнтарнисĕр пуçне чылай усăллă япала пирки «каласа кăтартма» пултараççĕ.
Симĕс тĕслĕ пахча çимĕç хлорофилпа пуян. Вăл юна, лимфа шĕвекне тасатать, начарланма пулăшать. Симĕс çимĕçсем организма вăй кĕртеççĕ.
Сарă улма-çырлапа пахча çимĕçре бетакаротин пур, вăл иммунитета çирĕплетет, ракран сыхлать. Çавăн пекех çак çимĕçсем чĕрнесене çирĕп-летеççĕ, ÿте якатаççĕ, çÿçе сыватаççĕ.
Хĕрлисенче чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн ĕçне лайăхлатакан ликопин пур. Çавăн пекех вăл холестерин шайне чакарма пулăшать.
Кăвак тĕслĕ çимĕçсем ватăласран сыхлаççĕ, инфекцисенчен, апат ирĕлтерекен органсен, шăк çулĕсен чирĕ-сенчен хÿтĕлеççĕ.
Шурă пахча çимĕçе инфекци тăшманĕ теççĕ. Вăл иммун тытăмне çирĕплетет. Шур ÿсен-тăранри кÿкĕрт юнри «япăх» холестерин шайне чакарать.