1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
28 марта 2025 г. 11:33

Вăрçăпа мухтанмаççĕ

 

Тĕрĕссипе, вăрçă вутĕнче çунса курнисем пурте герой ятне тивĕçлĕ вĕсем» тетчĕ. Вăрçă хыççăн Иван Исаева «Красная Чувашия» колхоз председательне суйларĕç. Питĕ пултаруллă, халăх хисеплекен ертÿçĕ пулнă вăл. Анчах сывлăхĕ хавшанăран 1955 çулта хăйне çак ĕçрен хăтарма ыйтнăччĕ.

Вăрçă хĕрсене те шеллемен. Пирĕн ялтан та пилĕк çамрăк хĕре фронта илсе кайнă.

Елена Лазаревна Лазарева вăрçă пуçланнă çул вунсаккăрта пулнă. Тепĕр çулхине ăна Тăвай военкомачĕ фронта ăсатнă. Елена хăй çинчен питĕ калаçасшăн марччĕ. Колхозра строительство бригадинче ĕçлетчĕ вăл. Эпĕ те вĕсемпе пĕрлех ĕçленĕ ун чухне. Кăштах каннă вăхăтра каласа кăтартнăччĕ вăл хăй çинчен. ВНОС текен çарсен ушкăнне лекнĕ вăл. Сывлăшран тăшман самолечĕ- сем вĕçсе килнине ялан сăнаса тăмалла, вăхăтра пĕлтермелле пулнă вĕсен. Вĕсен çывăхĕнче лайăх хĕç-пăшалланнă çар ушкăнĕсем, хаяр çапăçусем те пулман. Анчах таврара, вăрмансенче тĕрлĕрен бандитсен, дезертирсен, бандеровецсен ирсĕр ушкăнĕсем нумай çÿренĕ ун чухне. «Эпир партизансем» тесе каппайланнă вĕсем. Çавсенчен питĕ хăранă тетчĕ Елена. Эпир тăшмана хирĕç тăрсах çапăçман, мĕн хушнине кăна тунă, çавă çеç, тетчĕ сăпайлăн. Вăрçă хыççăн колхозра тĕрлĕ ĕçсенче ватăличченех ĕçлесе пурăнчĕ вăл. Елена Лазаревнан ашшĕ Лазарь Михайлов 1943 çулта вăрçăра вилнĕ.

Киносенче нимĕçсене хăваласа ярсан ирĕке тухнă вырăнти çынсем пирĕн салтаксене питĕ савăнса хаваслăн, тараватлăн кĕтсе илнине кăтартаççĕ. Ку вăл чăнах та тĕрĕсех-ха ĕнтĕ. Анчах вăрçă ветеранĕ Василий Спиридонов каланине лайăх астăватăп. «Пур çĕрте те кĕтнĕ хăнасемех пулман эпир» — тетчĕ вăл.

Василий Спиридонович Спиридонов 1940 çулта салтак службинче пулнă. Вăрçă пуçлансанах вĕсене фронта янă. Çапăçусенче вăл темиçе хутчен те аманнă. Вăрçă вĕçленнĕ чух Кенигсбергра пулнă. Вăрçăн юлашки çулĕнче Литва, Латви, Эстони республикисене ирĕке кăларнă çĕрте çапăçнă. Пĕрре те савăннине курман эпĕ унти çынсене, питĕ хаяррăн, сиввĕн, хăрушă тăшмана пăхнă пек пăхатчĕç вĕсем пирĕн çине, юратман вĕсем вырăс халăхне, тетчĕ. Василий Спиридонович питĕ ăста платник-столяр пулнă. Çитмĕл- мĕш çулсенче çынсем ялта çĕнĕ çуртсем нумай лартрĕç. Питĕ нумай çынна пулăшнă вăл çĕнĕрен çурт-йĕр çавăрма.

Петр Егорович Егоров 1927 çулта çуралнă, вăрçă пуçланнă çул 14 çулта пулнă. Шкул пĕтерсен вăл Житомир хулинчи çар училищине вĕренме кĕнĕ. 1945 çулта вĕсене, пулас офицерсене, Хĕвеланăç Украинăна бандеровецсемпе кĕрешме янă. Питĕ кураймастчĕç унти халăхсем вырăссене, питĕ хăрушăччĕ вĕсемпе кĕрешме, каласа паратчĕ Петр Егорович. Вăрмансенче, çырмасенче пытанса пурăннă вĕсем, кĕтмен çĕртен сиксе тухса тапăнатчĕç, тетчĕ. Аманнă та унта Петр Егорович. Çыннисем те пире курсанах тарса пытанатчĕç, питĕрĕнсе ларатчĕç. Вăрçă хыççăн Петр Егорович Австрире службăра тăнă. Вунă çул ытла Енĕш Нăрвашри вăтам шкул директорĕ пулса тăрăшнă.

Вăрçă çинчен татах нумай çырма, калаçма пулать, нихăçан та пĕтмест ăна аса илесси. Çав тери йывăррăн чăтса ирттернĕ ăна пирĕн совет халăхĕ. Вăрçăра, паллах, пурте паттăр пулайман. Анчах вăрçă вутĕнче çунни вăл хăех чăн-чăн паттăрлăх.

Алексей ЕФИМОВ, вăрçĕ ачи.

Енĕш Нăрваш ялĕ

Поделиться:
Распечатать