1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
28 марта 2025 г. 14:46

Вăт çапла!

 

Закон пурне те халĕ ИП (харпăр хăй ĕçне) уçма шанчăклă май парать. Пĕр çывăх вăрманта пит харсăр Сăрă Кашкăр хĕрсе кайса ĕçе тытăнать: кафе лартас, кафе уçас! Тавар илсе килет: чей, кофе, пылак шыв... «Мĕнле ят парас?»— шутлать хуçа: «Каçхи уçланкă», «Симĕс чăрăш», «Шурă хурăн»? Пит килĕшсех каймасть-ха. Никама та илĕртмĕç вĕсем. Шур Мулкача, паллă ӳкерӳçĕне, заказ парса, хăйĕн сăнне лартса: «Тутă Кашкăр»,— вывеска çырма хушать. Лента карса кафе уçаççĕ. Чее Тилле, пит çывăх кумана, ĕçе илеççĕ. Чăх яшкине вăл сĕре тутлă пĕçерет. Çак вырăнта халĕ чĕр чунсем апат ларса çиме, канма пуçлаççĕ. Кафе тупăш парать. Тата çак пысăк вăрманта «Тискер Пăши» лавкка ĕçлет иккен. «Упа кĕтесĕ» кӳлĕ хĕррине канма йыхăрать.

Вăрман ир-каç шавлать, ватти-вĕтти килĕсенчен тухса сукмаксемпе уçăлса çӳ-рет. Пĕчĕккисем уçланкăра чуччу ярăнаççĕ... Вăрман пурнăçĕ халĕ ĕлĕкхи пек мар. Асаттесем чухне йăпшăнса, пĕр-пĕринчен хăраса, мĕскĕнленсе çӳренĕ. Сăмах та чĕнеймен. Хăш-пĕрисем... Пач улшăннă самана. Çĕнĕ вăхăт — çĕнĕ йăласем.

Канмалли кун пĕрле пуçтарăнса клубра концерт кураççĕ. Артистсене чĕнме те кăмăллă. Ак, уява «Звери» ушкăн çитрĕ. Шурă Упа, аслашшĕ патне вăрмана килнĕскер, çула май икĕ-виçĕ юрă шăрантарчĕ. Питĕ хытă ал çупрĕç. Кашкăр Юркки, чăваш эстрада юрăçи, вăхăт тупса юр ирĕлсен татах килме сăмах парать.

Хăнасене килсен кану çуртне вырнаçтарма май пур. «Теремокра» шыв кĕртнĕ, ăшă. Чĕрĕп çемйи те çӳç касма, сухал хырма салон уçасшăн, терĕç. Сервис вăрманта пит кирлĕ. Ятне пама шутлаççĕ, тет. Тен, «Йĕплĕ Чĕрĕп» памалла?

Ула Такка та бизнес ĕçне сарса ярасшăн. Пĕр хăрнă йывăç шăтăкне арендăна илсе шăл юсама пӳлĕм уçать çак кунсенче. Ятне «Катăк шăл» панă.

Çапла вара, шухăшлаттарать паян, мĕн ят паран, çавăн пекех пулать имĕш. «Как назовешь корабль, так он и поплывет»,— теççĕ вырăссем. Калаççĕ çеç çав. Анчах кашни хăй хумĕпе ишет.

Мораль пур пек юптарура: ят парас тетĕн пулсан, çич хут шутла. Пурне те килĕшĕ-ши эсĕ суйлани? Темле ятсем парса ан тĕлĕнтерĕр халăха.

Чакак ХӲРИ

Поделиться:
Распечатать