1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
28 марта 2025 г. 11:24

«Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер»

 

Мартăн 24-мĕшĕпе апрелĕн 4-мĕшĕ хушшинче Тăвай муниципалитет округĕн территорийĕнче Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер» акцин 1-мĕш тапхăрне ирттереççĕ.

Унăн тĕллевĕ - общественноçа наркотикăн саккунсăр çаврăнăшне хирĕç тăма тата унпа тĕллевсĕр усă курассинчен сыхланса профилактика ĕçне явăçтарасси, оперативлă пĕлтерĕшлĕ информацие пухасси тата ăна тĕрĕслесси, наркотикрен сипленес ыйтусемпе консультаци тата квалификациллĕ пулăшу парасси. Акци майĕпе çынсем йышлă пулакан вырăнсенче наркотик сутнин тĕслĕхĕсем тата наркопритонсем çинчен анонимлă хыпарлама ещĕксем вырнаçтараççĕ.

Çак тĕллевпех 2-11-82 (Тăвай районĕн прокуратури), 2-11-15 (Тăвайри полици уйрăмĕ) тата 2-14-18 (округ администрацийĕ) телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме те пултараççĕ. Çавăн пекех Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕн официаллă сайтĕнче — https.\\yantik.cap.ru — пĕлтерÿ хăварма пултараççĕ.

Акци картинче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме май паракан культурăпа спорт тата кану мероприятийĕсем ирттерессине те пăхнă.

Акцие хутшăнса эсир нумай çын пурнăçне хăтарса хăварма пултаратăр.

Акци картинче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме май паракан культурăпа спорт тата кану мероприятийĕсем ирттерессине те пăхнă.

Акцие хутшăнса эсир нумай çын пурнăçне хăтарса хăварма пултаратăр.

Поделиться:
Распечатать