1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 31 Март 2025 г.
28 марта 2025 г. 11:23

Заявкăсем йышăнаççĕ

 

Фермерсен шкулĕн улттăмĕш тапхăрĕнче вĕренес текенсенчен заявкăсем йышăнасси малалла пырать, кирлĕ документсене апрелĕн 13-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Кăçал программăра кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси тата пахча çимĕç ÿстересси тĕп вырăнта пулĕ. Çапла майпа асăннă программăна хутшăнакансен ку енĕпе хăйсен тĕллевĕсемпе проекчĕсене ĕçе кĕртме, аталантарма майсем хушăнаççĕ.

Фермерсен шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухакансене диплом параççĕ. Вĕсем çавăн пекех хăйсен ĕçне аталантарма грант çĕнсе илме те пултараççĕ.

Вĕренме кĕмелли йĕркепе тĕплĕнрех Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче паллашма пулать.

Николай КРАСНОВ

Поделиться:
Распечатать