Çăварни юрри-ташшисемпе çак çутă та чаплă праçнике кĕтсе илнĕ «Асамат кĕперĕ» ача садĕнче. Уяв лапамĕ ачасен хаваслă та шавлă сассисемпе тулли тăнă çав кун.
Йăлана кĕнĕ тăрăх çулленех савăнăçлăн ирттереççĕ ăна. Уяв сĕмне палăртма хĕрачасем çутă та чечеклĕ тутăрсем те, авалхи уяв юррисем те пулăшрĕç. Ачасем Хĕле ăсатса, илемлĕ Çуркуннене кĕтсе илчĕç. Халăх вăййисенче ăмăртни, карусельпе ярăнни, ытти шÿтлĕ самантсем ачасен асĕнче юлĕç.
Юлашкинчен шăпăрлансем çуркуннепе хĕвел символĕ пулса тăнă тутлă та ылтăн тĕслĕ икерчĕсемпе сăйланчĕç. Çакăн пек мероприятисен тĕллевĕ — ача-пăчана чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарасси, ăна аталантарса пырасси.
Ольга АНДРЕЕВА, музыка ертÿçи,
Марина ДАНИЛОВА, аслă воспитатель