Паянхи кун наркомани проблеми сывлăх сыхлавĕшĕн те, пĕтĕм обществăшăн та çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Ăна татса парас тĕлĕшпе хальхи вăхăтра сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăламалла.
Чутейри библиотекăпа культура çурчĕн ĕçченĕсем «Эпир наркотиксене хирĕç» темăпа урамри акци ирттернĕ.
Шкул ачисене сиенлĕ йăласем, наркотиксемпе усă курнин япăх пулăмĕсем, вĕсем сывлăх çине начар витĕм кÿ-ни çинчен, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, йывăрлăхсене хирĕç тăма вĕрентсе каланă тата пурнăçри йывăр лару-тăрура «шанăç телефонĕсемпе» усă курма вĕрентнĕ. Саккун умĕнчи яваплăхпа паллаштарнă.
Калаçу вăхăтĕнче илнĕ информаци кашнин пурнăçĕ хăй аллинче пулнине асра тытмаллине, вăл телейлĕ те вăрăм пуласси хăйсенчен килнине çирĕплетнĕ.
Мероприятие вĕçленĕ май çапла пĕтĕмлетÿ тунă: тантăшсен витĕмĕ питĕ вăйлă пулма пултарать, анчах вăл яланах килĕшÿллĕ мар, çавăнпа та кашнин хăйĕн шухăшĕсемпе принципĕсем пулмалла, килĕшмен сĕнĕве, тепĕр çыннăн витĕмне хирĕç тăма, сывлăха мĕн çамрăкранах упрама пĕлмелле.
Асăннă акци наркоманин пĕтĕмĕшле проблеми çине тимлĕх уйăрмаллине тепĕр хут çирĕплетсе панă. Унтан ачасем профилактика ĕçне сарас енĕпе листовкăсемпе буклетсем валеçсе панă.
Надежда МАТВЕЕВА,
библиотекарь. Чутей ялĕ