1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
7 марта 2025 г. 13:55

Хĕле ăсатрĕç

Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче çăварнине уявласси ырă йăлана кĕнĕ. Çăварни — халăх юратакан чи хаваслă та шавлă праçник. Шăпах Çăварни эрнинче хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илеççĕ çынсем. Хĕвел, пĕлĕм тата Çăварни катемпийĕ асăннă уявăн символĕсем пулса тăраççĕ.

Ачасем çакăн çинчен пурте пĕлеççĕ: пĕлĕмне çимелли çинчен те, катемпине çунтармаллине те. Эрнипех хатĕрленчĕç вĕсем çак праçнике тата чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Занятисенче çăварни, ăна уявласси хăçан тата мĕнле пуçланса кайни çинчен пĕлчĕç. Çăварнире сăрт çинчен ярăнасси, пĕлĕм çиесси тата хĕлпе сывпуллашасси — тĕп пулăмсем. Ача садĕнче питех те интереслĕ иртрĕ çак праçник. Пурте пулчĕ — çветке те, вăйă карти те, вăйă-кулă та, юратнă персонажсем те, шÿт те. Хаваспах кал-кал тупăшрĕç ачасем, хăюлăхпа тавçăрулăх та, ытти те кăмăла çĕклерĕ. Юлашкинчен пурте тутлă пĕлĕм çисе киленчĕç.

Ирина ЗВЕРЕВА

Поделиться:
Распечатать