1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
7 марта 2025 г. 13:52

Мăшăр шыратăп

Хулари хаçат редакцийĕнче вăй хуратăп. Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнăранпах тăрăшатăп унта, 10 çул ĕнтĕ. Ĕçе хурламалла мар, пĕр пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç. Мĕн кирлĕ пĕччен çынна урăх? Ĕçле те çи, çывăр тата. Е-е, çук çав. Ара, 30 çула çитсе те мăшăр шыраса тупаймарăм-çке. Ялта чухне аслă пĕлÿ илме тивĕçлĕ пулассишĕн тăрăшнă. Университетра лайăх вĕренсе пырассишĕн тимленĕ, юратăва иккĕмĕш вырăна хăварнă. «Ăшă туйăм ытамне лекме ĕлкĕрĕп-ха»,— тесе шухăшлаттăм. Ĕçлеме пуçласан лайăх тумланассине ытларах тимлĕх уйăртăм пулас. Начар тăхăнакан хĕре камах мăшăрлăх суйлĕ. Çапла çул хыççăн çул хыçа юлчĕ. Паянхи кун та эп пĕччен. Ĕç те, хваттер те, тантăшсем те, укçи-тенки те пур ĕнтĕ. Тĕрлĕ вăрттăнлăха пĕрле сÿтсе явмалли мăшăр çук. Манăн чунăма юрăхлă çын чÿречеренех килсе шаккасса кĕтмелле мар ĕнтĕ халь тин. Пиçнĕ çырлана вăхăтра татмалла тесе ахальтен каламан. 30 çула çитнĕ хĕре кам кăмăллĕ? Мĕн тумалла? Йывăр лару-тăруран мĕнле тухмалла?

— Тупнă пуç ватмалли, хаçатсене кăна тимлĕ вула, вĕсенче кашнинчех халь паллашу кĕтесĕ пур,— ăс пачĕ пĕррехинче ĕçтешĕм.

— Хă, чăнах, хаçатçăн мăшăр тупасси проблема пулмалла мар ĕнтĕ.

Пĕтĕм ĕçе пăрахса тухса вĕçтертĕм хаçат-журнал киоскне. 100 тенкĕлĕх вырăсла тата чăвашла пичет кăларăмĕсе- не илтĕм.

— Хам валли мăшăр тупатăпах паян. Мана ыйтсан, эп çук,— тесе кĕрсе лартăм сĕтел хушшине.

Пĕр пĕлтерÿ хыççăн тепринпе паллашатăп. Кăнтăрла апачĕ те çитрĕ. пурнăçри чи кирлĕ проблемăна татса панă чухне хырăм выççи пирки шухăшламалла-и? Сарри кирлĕ ытларахăшне, ялта пурăнма килĕшекенни, 25 çула çитнисемпе пурăнасшăн теприсем. Çук ман пеккисене шыраканни. Аслă пĕлÿ илнисем те çĕрте йăваланса выртмаççĕ-çке? Мĕн тума кирлĕ халь арçынсене хĕрарăм ĕне сума пĕлни, тислĕк тасатма кăмăллани. Пĕтĕм шанчăк пĕтрĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» ятлă хаçат алла лекрĕ. Куçсем тÿ-рех тăваттăмĕш страницăна тĕллерĕç.

—Çырма юратакан, аслă пĕлÿл- лĕ, вăтăрсенчи хĕрпе паллашатăп, вуларăм умри йĕркесене.

Телефон номерĕ те пур.

— Шăнкăравла хăвăртрах,— сĕнчĕ пĕрле ĕçлекен.

Сĕтел хушшине майлашăнса ларса палăртнă телефон номерĕ- сене пуса-пуса илтĕм. «Алло, итлетĕп»,— сасă пачĕ лерен. «Эп хаçат çинчи пĕлтерÿ пиркиччĕ»,— терĕм хăюлăх çитерсе.

— Ăçта тĕл пулатпăр? Хăçан?

— Хăть халех.

— Тепĕр сехетрен «Чăваш çĕршывĕ» ятлă ресторан умĕнче кĕтетĕп сире. Телефон кĕçех пиклетме пуçларĕ.

— Хă, ку арçын сасси ачашшăн илтĕнет. Мĕн вăл мăшăр тупасси?

Эп парикмахерскине вĕç-тертĕм. Çÿçе каскаларĕç, куç харшисене, тутасене, пит çăмартисене илемлетрĕç. Юратнă аннем те паллас çук мана халь. Укçине те самаях хырчĕç вара. Хирĕç нимĕн те шарламарăм. Хыпаланса тухса утрăм.

... «Чăваш çĕршывĕ» ресторантисене тимлĕ сăнатăп. Алăри сехет çине пăхрăм, палăртнă вăхăтран çирĕм минут иртнĕ. Хайхи сухаллă, туяллă старик те сехетне тинкерет. Хă, ниушлĕ вăл вăтăрти хĕрпе паллашасшăн? Пĕр сехет ытла унталла-кунталла утатăп ĕнтĕ. Урăх никам та çук. Тÿсĕмлĕн кĕтетĕп, старик те кĕтет. Хайхи мана сăнать. Кĕçех туйине таклаттарса ман еннелле утма пуçларĕ. Пуç çийĕн пăрлă шывпа сапрĕç тейĕн, ÿт-пĕвĕм тăрăх сивĕ хум чупса иртрĕ. Хăть çĕр тĕпне анса кай. Тарас, аван мар. Тен, вăл мар?

— Чиперкке, икĕ сехет каялла эсир шăнкăравларăр-и ман пата? — куçлăх витĕр шăтарасла пăхрĕç çутă кăвак тĕслĕ куçсем.

— Ăхă... Миçе çулта эсир? — такăна-такăна сăмах хушрăм.

—Çитес çул çитмĕл тултаратăп,— пуçне сылтăмалла та сулахаялла туса калаçать хайхи «кавалер». Мана хаклать ĕнтĕ.

— Э—эп, çамрăк тесе.

— Эп çирĕмринчен те ирттеретĕп.

— Ну, кайрăмăр-и ресторана? Паллашăва паллă тăвар.

— ??? —

— Мĕн тумалла? Умри ватă çынпа ĕмĕре ирттермелле-и?

Паянхи кунччен те чаплă мăшăр тупайманшăн ыттисем айăплă мар ĕнтĕ. Пиçнĕ çырлана вăхăтра татмалла пулнă. Çав кирлĕ-ха мана.

— Ырă çыннăмăр, каçарăр. Эпĕ шÿтлерĕм. Ĕçе васкатăп-ха,— тесе каялла çаврăнса пăхмасăр ресторантан тухса вĕçтертĕм.

Вçо! Мăшăр шырамастăп урăх. Пĕчченех лайăх хальхи пурнăçра.

Альбина СУХАН

Поделиться:
Распечатать