Интереслĕ хĕл пулчĕ кă-çал. Çуркуннен пĕрремĕш уйă- хĕнче вара мĕн кĕтмелле-ха?
Pogoda 21.ru сайт пĕлтернĕ тăрăх, пуш сивĕ те юрлă пулĕ. 2008 тата 2013 çулсенчи пекех мар, ун чухне 8—9 градус сивĕ кунсем тăнă. Синоптиксем палăртнă тăрăх, пушăн вăтам температури 6,5 градус сивĕпе танлашать. Юр 35 миллиметр хулăнăш çăвĕ — ку ытти чухнехинчен кăштах ытларах. Çапла вара календаре пăхмастпăр — хĕл малалла пынипе киленетпĕр.
Чăваш Енре çил ытларах çурçĕр енчен вĕрĕ. Пĕрремĕш декадăра юр час-часах çăвĕ, сисĕнмеллех хулăнланĕ. Иккĕмĕш декадăра ытларах типĕ те хĕвеллĕ çанталăк тăрĕ. Кăнтăрла термометр 0 градус кăтартĕ. Виççĕмĕш декадăра каллех сивĕ кунсем пулĕç, 24—25-мĕшĕсенче юр çăвĕ. Пуш уйăхĕн юлашки кунĕсенче чăн-чăн çуркунне çитĕ. Сывлăш температури 0 градусран ăшăрах кăтартĕ.