Тăвайри «Активлă вăрăм ĕмĕр» центрăн кĕмĕл волонтерĕсем тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем, тĕлпулусем йĕркелеççĕ.
Хальхинче вĕ-сем Раççей Перекет банкĕн представителĕсемпе тĕл пулчĕç, «Социаллă инженери тата хальхи тĕнчери хăрушсăрлăх ыйтăвĕ» темăна тата финанс пĕлÿ-лĕхĕн пурнăçри пĕлтерĕш-не сÿтсе яврĕç. Елена Николаевна Ильина менеджер тата банкăн ытти представителĕсем волонтерсене ку чухнехи пурнăç хăрушсăрлăхĕ, уйрăммăн илсен, пенсие вăрăм сроклăха софинансировани тумалли программа çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарнă.
Волонтерсем çакăн пек тĕлпулусем питĕ кирлине тата вĕсем çĕнĕлĕхсене вăхăтра пĕлсе тăма май панине палăртрĕç.
Наталия ФЕДОРОВА