1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 2 Апрель 2025 г.
7 марта 2025 г. 13:57

«Ылтăн» алăка уçасчĕ

Пирĕн, РТП территори енче пурăнакан ватăсен, ĕç ветеранĕсен, питĕ пĕлес килет: мĕншĕн тата кам ирĕкĕпе хупса хунă-ши нарсуд енчен çынсем çÿрекен алăка?

Ватăлса пыратпăр çав, урасем сураççĕ, хăшĕсем туясем çине тайăннă. Ытлашши утма та юрамасть теприсен. Халиччен больницăна, аптекăна, лавккана çакăнти тÿрĕ çулпа çÿреттĕмĕр. Çавăн- пекех ачасем те шкула çакăнтан çÿретчĕç. Килен-каяна та суд приставне, прокуратурăна, суд енне çак тÿрĕ çулпа çитме меллĕччĕ. Аслă ăрурисем кăна мар, нумай çын кăмăлсăр хăнăхнă çула хупса, тĕп урама тухассине нумай çавралатса хунипе.

Ĕлĕк хаçата çырса янă çивĕч ыйтуллă статьясем çине хуравсем паратчĕç, халĕ курăнсах каймаççĕ. Пурте машинăпа çÿреймеççĕ. Çуран çÿ- рекенсем пирки те шутласчĕ. Хăçан уçĕç-ши çав «ылтăн» алăка? Çывхарса пыракан хĕрарăмсен праçникĕ валли пирĕн ыйтăва тивĕçтерме май килсен питĕ савăннă пулăттăмăр.

П.СИДОРОВА

Поделиться:
Распечатать