Ача сачĕ — пирĕн пĕрлехи çурт. Таса та хăтлă пултăр унта. Çуркунне çут çанталăк вăраннă тапхăр кăна мар, тавралăха тасатса йĕркене кĕртмелли вăхăт та.
Тăвай ялĕнчи 2-мĕш ача садĕнчи хатĕрлев ушкăнри ачасем те хăйсен участокне тирпейлеме экологи субботникне хутшăнчĕç. Вылямалли площадкăсемпе верандăсене шăлчĕç, территорири чулсемпе туратсене, çÿп-çапа пуçтарчĕç. Коллективлă ĕç пĕрлĕ-хе çирĕплетет, яваплăха вĕрентет, ĕç хăнăхăвне йĕркелет. Паллах, уçă сывлăшра ĕçлени сывлăхшăн та усăллă, çут çанталăка сăнама пулăшать.
Татьяна ЛЕОНТЬЕВА, воспитатель