1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 12 Май 2025 г.
11 апреля 2025 г. 9:20

Байконурта, службăра

 

Çулсем иртеççĕ те иртеççĕ. Çапла эпĕ Байконурта службăра пулнăранпа çур ĕмĕр çитрĕ (1975—1977 ç.ç.). Хăвăрт шăвать вăхăт.

Энергетика техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтра (1971—1975 ç.ç.) Шупашкар хула военкоматĕнче сывлăха тĕрĕслесех тăчĕç, яланах пограничник пулан, тетчĕç. Юлашки тĕрĕслев вăхăтĕнче вара Шупашкар хулин çар комиссарĕ мана «пограничник пулаймастăн, гайморит палли пур санăн, эпĕ сана питĕ лайăх вырăна службăна яратăп», — терĕ. Çавăн пек лекрĕм эпĕ Байконура, космос карапĕсене вĕçтерсе яракан çĕре.

1975 çулхи май уйăхĕнче Канашран (сборнăй пунктран) 3 вакун Хусан хулине илсе кайрĕç. Хусантан эшелон çумне Пушкăртран, Оренбург облаçĕнчен вакунсем хушăнчĕç. Çĕрле темиçе кунтан Казахстанти Тюратам станцине илсе çитерчĕç, унтан служба вырăнне илсе кайрĕç. Малтанах — карантин. Апат çитерчĕç, мунча кĕтĕмĕр, салтак тумĕ пачĕç. Салтак брюкине ман пекки 2-ĕн вырнаçма пултарать, Шупашкар ачи Григорьев ман çине пăхса кулать.

Вăт пуçланчĕ тамаша: шăрăх, вĕçĕм ĕçес килет. Чей кăна ĕçмелле, шыв ĕçме юрамасть, вăл лĕп анчах. Халĕ те асрах: ирхине — физзарядка, унтан 3 км чупмалла, апат çинĕ хыççăн — занятисем. Çавăнтах тутар ачипе Азгар Гарифуллинпа паллашрăм. Вăл чупнă чухне мана ан пăрах, терĕ. Тепĕр заняти — турник çинче. Эпĕ 1-мĕш взвода лекнĕ, тăратăп чи юлашки — çÿллĕшĕпе 171 см. Турник çинче ман умрисенчен чылайăшĕ нимех те тăваймарĕ. Эпĕ 10 хутчен туртăнтăм. Сержант: «Тата мĕн тума пĕлетĕн»,— тесе ыйтрĕ. Ытти упражненисем те турăм турник çинче. Тепĕр кунне занятире автомата куç хупса вăхăтпа салатса пуçтарассипе те мала тухрăм. «Сана армине мĕншĕн призывать тунă»,— терĕ сержант, мана хавхалантарса. «Пире энерготехникумра НВПпа отставкăри офицер-пограничник Карпов маттур вĕрентнĕ»,— терĕм. Карантинрах 24 килограмлă кире пуканĕ йăтассипе хам виçере (60 кг) 1-мĕш вырăн йышăнтăм. «Эсĕ ман патĕн-че 1-мĕш группăра службăра пулатăн»,— терĕ çавăн хыççăн сержант.

1975 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче присяга йышăнтăмăр.

Çапла эпĕ 3-мĕш командăна, 1-мĕш отделенине, 1-мĕш группăна лекрĕм. «Гагарин старчĕ» теççĕ ăна. Манăн çар специальноçĕ — вăй агрегачĕ-сен электрик-механикĕ.

Пирĕн командăра эпир вырăссем, чăвашсем, тутарсем, пушкăртсем, казахсем, украинецсем, Казахстанри нимĕçсем пулнă. Пурте пĕр-пĕ- ринпе килĕштерсе, туслă пурăннă. Манăн чи çывăх юлташсем — Гарифуллин тутар, Мансуров вырăс тата тутар чăвашĕ Николай Селюков. Икĕ çулхи служба вăхăтĕнче салтаксем пĕр-пĕрне нушалантарман. Çамрăк салтаксене ваттисем вĕрентсе, пулăшса пынă. Призывсем хушшинче нимĕнле дедовщина та палăрман, темиçе наци çамрăкĕ-сем службăра пĕрле пулнă пулсан та. Эпир çĕнĕ çар Уставĕ-пе службăна лекнĕ. Отбой хыççăн салтаксен ĕçлеме юраман. Отделенинче «детсем» икĕ чăваш — пĕри Комсомольски районĕнчен, тепри — Патăрьелĕнчен.

Çапла пуç-ланчĕ манăн служба 1-мĕш старт лапамĕн-че, хамăр 2-мĕш площадкăра пурăннă казармăра. Служба секретлă пулнă. Пирĕн призыв шăпах Союз-Аполлон карапсене вĕçтернĕ вăхăта лекрĕ, призывра техникум пĕтернисем нумайччĕ. Союз-Аполлона 1975 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче тĕнче уçлăхне вĕçтерсе янă. Космонавчĕсем — Алексей Леоновпа Валерий Кубасов. Эпир ун чухне çамрăк салтаксем шутланнă. Пирĕн расчетра — Мускавпа Ростов облаçĕнчи салтаксем. Служба тăршшĕнче 2 çул хушшинче 9 космонавта тĕнче уçлăхне вĕçтернĕ çĕре хутшăннă. Вĕсем Союз караппа вĕçнĕ. Çавăн пекех нумай тĕрлĕ пилотсăр космос карапĕ- сене уçлăха кăларнă. Пирĕн термостатировани расчечĕ пулнă. Вĕçев карапĕсен тĕрлĕ отсекĕнче пĕрпек температура тытса тăмалла. Хĕлле ăшăтнă, çулла сивĕтнĕ. Служба интереслĕ иртнĕ. Аса илмелли питĕ нумай. Космос карапĕ-сене вĕçтерсе янă вăхăтра пире хăрушсăр вырăна илсе каятчĕç. Юлашки çур çулĕнче старт лапамĕнчех юлма тăрăшаттăмăр. Темиçе хутчен те старт панине ятарлă бункертан пăхнă.

1976 çулхи апрель вĕçĕнче сержантсен шкулне ячĕç. Икĕ уйăх иртнĕ хыççăн сержантсен шкулĕнчен хамăр чаçе тÿрех сержант званипе таврăнтăм. Команда начальникĕ майор çапла каларĕ: «Тĕлĕнмелли нимĕн те çук, рядовой Воробьев учебкăна кайнă чухнех каялла сержант званийĕпе килетĕп тенĕччĕ». Курсран 2 салтака сержант званийĕ панăччĕ.

1-мĕш старт лапамне караулта пирĕн группа сыхланă. Старт комплексĕ çумĕнче чи çÿллĕ вышка пурччĕ. Увольнени приказĕ тухсан çав вышка тăррине дембельсем обязательно хĕрлĕ ялав çакатчĕç. Старт площадкин яваплăхĕ пирĕн команда çинче тăнă. Команда пуçлăхĕ майор икĕ-виçĕ кун хушши тулхăрса çÿ-ретчĕ. Çапах та ялав çакасси йăлана кĕнĕ пулнă.

Вырсарникун спорт мероприятийĕсем иртнĕ. Малтан старшина 6 км чуптарнă, хăш-пĕр чухне — автоматпах. Чупайманнисене пулăшнă. Спортпа ялан туслă пулнă эпĕ. Кире пуканĕ (24 кг) йăтассипе яланах 1—2 вырăнсене йышăннă 60 кг виçере. Пĕринче эпĕ, тепринче — казах ачи.

Чи йывăр вăхăтсем дембельпе призыв вăхăчĕсем пулнă. Нумай расчетра салтаксем çитмен. Космос карапĕ - сем вĕçтерсе янă вăхăтра 32-мĕш лапама та кайма тивнĕ, ун чухне эпĕ сержант званипе пулнă. Ноябрь призывĕ киле кайсан, 32-мĕш лапама кайрăмăр. «Пăхăр-ха, Воробьев сержант килет»,— терĕç чăвашла. Вĕсем хамăрпа пĕрле техникумра вĕреннисем — Вăрнар ачисем пулчĕç. «Эпир ăна учебкăра курнă. Тÿрех сержант званийĕ пачĕç ăна»,— терĕ вĕсенчен пĕри. Ĕçсем пĕтнĕ хыççăн хăна туса ячĕç.

Космонавтсене тĕнче уçлăхне вĕçтерсе ярас умĕн митинг пулатчĕ.

Чылай космонавт ĕç вăхăтĕнче старт лапамне килсе çÿретчĕ. Эпир, салтаксем, вĕсене çар билечĕ çине алă пустарма тăрăшнă, автограф илнĕ. Манăн çар билечĕ çинче 7 космонавт алă пусса çирĕплетни пур, вĕсен шутĕн-че — тĕп конструктор та.

Пĕррехинче пирĕн пата ентеш Андриян Николаев космонавт та килнĕ, анчах эпĕ хамăн ĕç вырăнĕнчен çитнĕ çĕре вăл кайса ĕлкĕрнĕ. Каннă вăхăтра хăш-пĕр офицерсем тĕрлĕ енлĕ историсем каласа паратчĕç. Нумайăшĕ старт лапамĕнче пуçламăшĕн- ченпех службăра тăраççĕ. Пĕр капитан калатчĕ: «Самăй лайăх салтаксем Приволжскипе Уральски çар округĕсенчен»,— тетчĕ.

Çуркунне Байконурта уйрăмах питĕ илемлĕ вăхăт. Йĕри-тавра — пуш-хир, сарă, хĕрлĕ, шурă тюльпансем. Типĕтнĕ тюльпана эпĕ юратнă хĕре çырупа ярса панăччĕ. Çырăвĕ халĕ те упранать. Тимĕр шапасем пурте пĕр еннелле — шыв кÿлли патне шăватчĕç.

Служба вăхăтĕнче отделени командирĕ, 1-мĕш класлă специалист пултăм, «Отличник Советской Армии» знака тивĕçрĕм. 1977 çулхи майăн 6-мĕшĕнче аслă сержант званийĕ пачĕç.

1977 çулхи май уйăхĕнче дембель вăхăчĕ çитрĕ. Команда начальникĕ майор киле ăсатнă чухне чи малтан мана ыталаса илчĕ, куçĕ шывланчĕ хăйĕн. «Сан пек сержант-салтаксем пулсан, пире офицерсене мĕн тери çăмăл пулмалла»,— терĕ.

Юлашкинчен Байконурта службăра тăнă ветеран-салтаксене космонавтика кунĕ ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, вăрăм кун-çул сунатăп хам енчен.

 

Николай ВОРОБЬЕВ,

Йăнтăрчă-Тăвай

Поделиться:
Распечатать