1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
11 апреля 2025 г. 8:57

Бизнес пуçарма пулăшса

 

Республикăра 2025 çулта «Агромотиваторăн» хушма конкурсне ирттереççĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерстви ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата СВО ветеранĕсене, агропромышленноç отраслĕнче бизнес йĕркелеме палăртакансене, пулăшмалли «Агромотиватор» грантăн чи пысăк виçине çирĕплетнĕ. Вăл 5 миллион тенкĕпе танлашать.

Палăртнă суммăна тивĕçес тесен хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелемелле, унăн пуçлăхĕ е индивидуаллă предприниматель пулмалла.

Ăна хресчен-фермер хуçалăхне аталантарма, çав шутра производство йышăнакан çурт-йĕр тата складсем тума, вĕсене сарма е юсама, модернизацилеме, вĕсем патне коммуникацисем çитерме, выльăх-чĕрлĕх (сыснасăр пуçне), кайăк-кĕшĕк, нумай çул ÿсекен ÿсен-тăран тата ытти культура туянма, улма-çырла ÿстерме, пулă ĕрчетме усă курмалла.

Тĕплĕнрех ку енĕпе ЧР Ял хуçалăх министерствин официаллă сайтĕнче паллашма пулать.

ЧР Ял хуçалăх

министерстви

Поделиться:
Распечатать