1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 18 Апрель 2025 г.
11 апреля 2025 г. 9:54

Бутерброд

 

 

Таçта, аякра хаяр вăрçă кĕрлет. Яла эвакуированнăйсем вăрçăран тарса килеççĕ. Пĕр ирхине пирĕн пата та пĕр хĕрарăмпа арçынна илсе килчĕç. Упăшкипе арăмĕ, Эстонирен, терĕç. Асанне вĕсене ăшшăн йышăнчĕ. Истори, географи вĕренмен асанне çапла каларĕ: «Çулĕ инçе, выçă та пулĕ. Апат çитерес»,- терĕ. Сĕтел çине тин уçланă услам çупа пуçламан çăкăр хучĕ. Пĕрер чĕл çăкăр касрĕ. Килнĕ çынсем çăкăр чĕлли çине услам çу сĕрчĕç те бутерброд тесе çиме пуçларĕç. Эпĕ асанне саппунĕн-чен тытнă та «бутерброд, бутерброд» тесе тăратăп. Ассăн сывларĕ асанне. «Нумая пырĕ-и-ха ку бутерброд»,- терĕ. Чăнах та, вăрçă тăватă çула пычĕ. Таллин хулинчен килнĕскерсем пирĕн патăрта тăватă çул пурăнчĕç. Шăкăл-шăкăл калаçатчĕç пирĕнпе. Ара, асанне тăватă вăрçă курса, чăтнă вĕт: Яппун вăрçи, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи, граждан вăрçи, финн вăрçи. Халĕ тата нимĕç тапăнса килчĕ. Çĕнтерчĕç. Бутерброд сăмах асран тухмасть. Чи çывăх тăвансем пек уйрăлчĕç вĕсем. Чылайччен, хăйсем виличченех çыру çÿретрĕç пирĕнпе.

Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА.

Тенеяль-Шупашкар

Поделиться:
Распечатать