Кĕçех 1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитет. Çавна май Тăвай муниципалитет округĕнче Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнчи часовой» патриотла акци старт илнĕ.
Акци тĕллевĕ — Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕ-лесе хăварнă миллионшар çыннăн паттăрлăхне тарăннăн хисепленине палăртасси. Çĕнтерÿ Ялавĕ совет халăхĕпе унăн Хĕç-пăшаллă вăйĕсем фашистла Германие çĕнтернин официаллă символĕ пулса тăрать. Акци девизĕ — «Эпир — Аслă Çĕнтерĕве тăсакансем».
Енĕш Нăрваш шкулĕ хисеплĕ хурал валли Çĕнтерÿ Ялавне йышăнса эстафетăна пĕрремĕш тăнă. Ма-йăн 9-мĕшĕччен Çĕнтерÿ Ялавĕн копийĕ округри пур вĕрентÿ организацине те çитсе çаврăнĕ. Тăвай шкулĕ вара эстафетăна вĕçлекенни пулĕ, майăн 7—9-мĕшĕсенче хисеплĕ хурал тата савăнăçлă мероприятисем йĕркелĕç. Акци майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕ-ве халалланă Тăвайри митинга хутшăннипе вĕçленĕ. Асăннă акци истори астăвăмне упраса хăварас тата çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хывакан пысăк тÿпе пулĕ.