«Хальхи вăхăтра ачасене ача садĕнчен пуçласа аслă вĕрентÿ заведенине кĕричченех е пĕрремĕш ĕç вырăнĕ таранах уйрăммăн асăрхаса тăрассине тивĕçтермелли витĕмлĕ тытăм туса хунă.
Ача сачĕсенче 130 агролаборатори йĕркеленĕ, ытларахăшне - аграрисен вăйĕпе. Вĕренÿ институчĕ вара вĕсен ĕçне йĕркелес енĕпе тивĕçлĕ методика пособийĕсем, сăнав дневникĕ-сем тата вĕрентÿпе воспитани ĕç-хĕлне йĕркелеме пулăшакан ытти материал çырса хатĕрленĕ. Çакă вĕренÿ ĕç-хĕлне пĕр пĕтĕм методикăпа йĕркелесе пыма май парать...»
(Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕ Республикăн
Патшалăх Канашне
янă Çыруран).
Тăвайри 1-мĕш ача садĕнчи «Почемучки» ушкăн воспитанникĕсем Ирина Валерьевна педагогпа пĕрле ÿсен-тăрансен тĕнчипе паллашаççĕ. Сăмах май, кунти агролабораторине виçĕм- çул уçнă, кураторĕ хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Сергей Михайлов. Пĕлтĕр кабачок акса çитĕн- тернĕ. Питĕ ăнса пулса савăнăç кÿчĕ пурне те. Пĕр-пĕр çимĕçе тухăçлă ÿс-ме мĕнле условисем кирлĕ-ха; Сăнав дневникĕ те пур лабораторире. Хăçан шăвармаллине пĕлеççĕ пĕчĕк ĕçченсем. Куршаксем çине лартнă пылак пăрăçсем мĕнле ÿснине сăнанă май, çак çĕнĕ ĕçре татах та хастартарах пулас туртăм çуралать вĕсен. Хăйне май тĕпчевçĕсен ретне тăраççĕ çапла. Агролабораторире хăяр, помидор, калчисем ÿсеççĕ. Суханпа ыхра та лартнă. Лимон, помело, хурма та вырăн тупнă. Чечексенчен мимоза, астра, ноготки, бархатцы шăтса тухнă.
Ачасем ĕçре çĕннине пĕлесшĕн çуннине сăнанă майăн, экспериментсем тума ăнтăлнине асăрхатăн. Ман шутпа, çакă ĕçпе экологи тĕлĕшĕнчен воспитани парассинче чи пĕлтерĕшлĕ енсем. Пĕчĕк савăт çинче хăйсен аллипе пахча çимĕç, ытти ÿсен-тăран çитĕн-терсе, çĕр ăшăнса çитсен калчасене уçă çĕре кăларса лартсан татах та ĕç хушăнать. Сăнавсем те нумайланаççĕ.
Ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван тăрăх илĕрттĕр, ÿссен те кунтах пурăнас, ĕçлес килтĕр, тетпĕр.
Ирина ЗВЕРЕВА,
воспитатель