«Наследники великого баса» пиллĕкмĕш фестиваль-конкурс «Чăваш çĕрĕн мухтавлă юрăçи» культурăпа вĕренÿ проекчĕпе килĕшÿл- лĕн иртнĕ.
Ăна йĕркелекенĕ — Канаш хулинчи СССР халăх артисчĕ Максим Дормидонтович Михайлов ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕ.
Кăçалхи конкурса Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕсене халалланă. Конкурс условийĕ-семпе унта арçын ачасемпе яшсем хутшăнма пултарнă.
Чăваш Енри çамрăк юрăç-бассемпе пĕрле Чĕмпĕртен, Самартан, Чулхуларан килнĕ, çавăн пекех Китай Халăх Республикинчи вĕренекенсем те тупăшнă.
«Эстрада вокалĕ» номинацире Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсен Егор Ивановпа Игорь Степанов дуэчĕ I степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ (ертÿçи Г.Н.Никонова).
Ирина ГРИГОРЬЕВА