Фронтран янă сăн ŸкерчĔк
Анна Степановна Турхан (сылтăмри) (1921—2015 ç.ç.)
Тăвайĕнче çу- ралса ÿснĕ. Вăрçă вутне Сталинград хулинче кĕнĕ. Кунта вăл разведчик-наблюдатель пулнă, 349 зенитнăй батальонта çапăçнă. Киев, Севастополь, Шершев хулисене ирĕке кăларма хутшăннă. Польшăри Краков хулинче Çĕнтерÿ кунне паллă тунă. 3 çул та 5 уйăх вăрçăра пулса киле таврăннă хĕр-ефрейтор. Вăрçă хыççăн тăван колхозра бригадирта, кладовщикра, фермăра ĕçленĕ.