1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 18 Апрель 2025 г.
11 апреля 2025 г. 9:54

Кÿршĕ хĕрĕ Анюç

 

Асаилÿсем пуçра шăва-шăва иртеççĕ. Ачалăх кунĕсем... Хĕвеланăçĕнче вăрçă кĕрлетчĕ. Пирĕнпе кÿршĕллĕ Мĕтри тете пурăнатчĕ. Кулине аппапа иккĕшĕн ултă ывăл та виçĕ хĕрччĕ. Кĕçĕнни, Сергей тете, вăрçăра. Унран пĕр хыпар та çук. Пирĕн аттен вилнĕ хут килнĕ. Ĕненместпĕр эпир вăл хута. Таврăнатех атте. Кĕтетпĕр. Сергей тетен аслă хĕрĕ Анюç та çаплах калать. Вăл манран ултă çул аслăрах. Таçта та ертсе çÿрет мана тăван тавралăх тăрăх. Нимĕн- рен те хăрамасть вăл. Йытă-кашкăр та, аçа хур та уншăн пĕрех. «Ан хăра, уттар малалла»,- тет лăпкăн. Эпĕ ун хыççăн утатăп, пĕр шит хăпмасăр. Акă вăрмана пырса кĕтĕмĕр. «Вăрман вăл хÿтлĕх, вăрмантан ан хăра, çынсенчен хăра»,- тесе вĕрентет мана. Мĕншĕн çапла калани паллă. Хурăн çырли тататпăр. Кăкшăма тултаратпăр та васкасах вăрмантан тухса ыраш пуссине пытаратпăр татнă çырлана. Кÿр- шĕ ял ачисем эпир татнă çырлана тытса илме пултараççĕ. Çапла вара эпир тулли кăкшăм çырлапа киле таврăнатпăр. Пире килте шăллăмпа йăмăк кĕтеççĕ. Вĕсен те çырла çиес килет. Çапла çу иртсе кайрĕ, кĕркунне çитрĕ. Халь ĕне çитерме çÿретпĕр юр лариччен. Ертсе çÿ-рет мана Анюç. Аттесене кĕтетпĕр. вăрçă чарăнмасть те чарăнмасть. Çул хыççăн çул иртрĕ. Эпир кăмпа, çырла, мăйăр татма вăрмана çÿрерĕмĕр. Пурăнма вĕрентетчĕ мана Анюç. Унпа çÿреме шанчăклă. Юлашкинчен вăрçă чарăннă, терĕç. Çĕнтерĕве кĕтсе илтĕмĕр. Çĕнтерÿçĕ салтаксем киле таврăнма тытăнчĕç. Хура кĕркунне, çĕрле, Сергей тете таврăнчĕ. Вăл тăватă çул хушши тыткăнра пулнă Польша çĕршывĕнче. Эпир савăнатпăр. Анюç мана лăплантарать: «Роза, ан кулян. Сирĕн аçу та таврăнать. Питĕ кĕт аçу таврăнасса»,- тет. Çапла лăплантарчĕ Анюç мана кашни кун. Кĕтрĕмĕр. Питĕ кĕтрĕмĕр вилнĕ текен хута ĕненмесĕр. Çулсем иртрĕç. Эпир те çитĕнтĕмĕр. Ачалăх хыçа юлчĕ. Анюç хамăр урамри Эрхипе качча тухрĕ. Колхозра чи хастар ĕçлекенни Анюçчĕ. Эпĕ те хулана вĕренме тухса кайрăм атте çулĕпе. Яла таврăнсан Анюç мана курма тăрăшатчĕ. Чÿ-речерен шаккаса хăй патне кĕме чĕнетчĕ. Ăшă сĕт ярса паратчĕ. Ман пурнăç çинчен ыйтса пĕлетчĕ. Вăхăт иртрĕ, Анюç та ватăлчĕ. Сакăр вунă çул иртсен пирĕн- тен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Ялан асра Анюç вĕрентнисем. «Кĕт. Аçу таврăнать»,- халĕ те хăлхара унăн сăмахĕсем.

Поделиться:
Распечатать