2025 çулта Чăваш Республикинче чи нумай пуçару проектне пурнăçа кĕртеççĕ. Пуçарусене ырлассипе тăратнă плансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ эрнесерен ирттерекен планеркăра сÿтсе явнă, унтах 2024 çулта пуçару бюджечĕн проекчĕсене пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ.
Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Ĕçе иртнĕ çулхинчен те лайăхрах йĕркеленĕ. Халĕ пирĕн тĕп задача пур объекта та вăхăтра пурнăçа кĕртме тытăнса çанталăк условийĕсем лайăх чухне вĕсене ăнăçлă вĕçлесси пулса тăрать. Укçа-тенкĕне кăçал вăхăтра уйăрнă, унччен усă курнă алгоритмсене тĕпе хурса, лару-тăру ыйтнине оперативлă татса парса ĕçе тивĕçлĕ пурнăçламалла».
Кăçал пуçару проекчĕ-сене пурнăçлама пĕтĕмпе 3,3 млрд тенкĕ яраççĕ, çак шутра республика бюджетĕнчен — 2,2 млрд тенкĕ. Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Инна Волкова палăртнă тăрăх, пуçару бюджечĕн проекчĕсене пурнăçлама Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсем хушшинче чи нумай укçа-тенкĕ уйăрнă.
2025 çулта 568 автоçула, коммуналлă хуçалăхăн 257 объектне, 96 массăллă кану вырăнне, социаллă культура сферин 105, территорие хăтлăх кĕртмелли тата ял туризмĕн 141, пушар хăрушсăрлăх ĕçĕсен 7 объекчĕсене юсама, 62 кÿлĕ-пе пĕвене тасатма, 85 масар вырăнĕсене тирпейлеме, 97 шыв объектне, 69 ача-пăчапа вăйă лапамне лайăхлатса йĕркелеме палăртнă. Проектсене 7 çул-йĕр картинче пурнăçа кĕртеççĕ: «Спорт лапамĕ», «Ача-пăча тĕнчи», «Ял хăтлăхĕ», «Ял инфратытăмĕн аталанăвĕ», «Санăн суйлав», «Тĕлĕнтермĕш шыв», «Пирĕн çулсем».
Ку вăхăт тĕлне муниципаллă контрактсене Пăрачкав, Вăрнар, Куславкка тата Тăвай муниципалитет округĕсем 80 процент ытла тунă. Шăмăршă, Çĕрпÿ, Шупашкар, Елчĕк, Канаш, Красноармейски, Вăрмар округĕсем юларах пыраççĕ. Элĕк, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле муниципалитет округĕсем пĕр контракт та туман.
«Муниципалитет округĕ-сен пуçлăхĕсен муниципаллă контрактсем тăвас ĕçе активлатни кирлĕ тата 2025 çулхи майăн 1-мĕшĕччен пуçару проекчĕ-сене контрактацилессине тивĕçтермелле»,— палăртнă министр тивĕçĕсене пурнăçлакан.
2020 çултанпа ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли программăна пурнăçа кĕртме 10,2 млрд тенкĕ янă, çав шутра 2025 çул валли 2,8 млрд тенкĕ пăхнă. 2020—2024 çулсенчи тапхăрта пĕтĕмĕшле хаклăхĕ-пе 5,9 млрд тенкĕлĕх 5218 проекта пурнăçланă. Тĕп укçа-тенкине (80 процентне) республика бюджетĕн-чен уйăрнă.
Пуçару проекчĕсем Чăваш Енри ял территорийĕ-сене аталантармалли тата халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатса пымалли пысăк пĕлтерĕшлĕ хатĕр пулса тăраççĕ.