Апрелĕн 10-мĕшĕнче Элпуçĕнче пурăнакан Агафия Ильинична Алексеева 100 çул тултарчĕ. Ĕç ветеранне, вăрçă участникĕн мăшăрне, тыл ĕçченне саламлама тĕрлĕ çĕртен сумлă хăнасем килнĕ. Паллах, ĕç çулĕ те пуян Агафия Ильиничнан, ял хуçалăхĕнче, Тăвай типографийĕнче, коопераци тытăмĕнче тăрăшнă. 17 çултах аслисемпе пĕрле Йăнтăрчă ялĕ патĕнче хÿтĕлев сооруженийĕсем тума хутшăннă. Элпуçĕнчи пекарьнăра 16 çул çăкăр пĕçернĕ, çав вăхăтра чи ăста та пултаруллă пекарьсенчен пĕри пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Агафия Ильиничнана юбилей уявĕпе саламлама Шупашкартан Чăваш Потребсоюзĕн пуçлăхĕ Валерий Павлов хăй килнĕ.
Малтанах Раççей Центросоюз Совечĕн председателĕн Дмитрий Зубовăн Тав çырăвне вуласа пачĕ вăл. Харсăр чунлă хĕрарăмăн ĕçри паттăрлăхне чыслăн сума сунине палăртса çырнă, ветерана çирĕп сывлăх, кăмăл ăшши, иксĕлми вăй-хал суннă вăл. Валерий Михайлович Чăваш Потребсоюзĕн Хисеп хутне, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн Леонид Черкесовăн Тав тунине тата асăнмалăх сехет парнелерĕ. «Тăвайри кооператив» потребобщество совечĕн ертÿçи Роза Николаева, «Тăвай çăкăрĕ» общество директорĕ Татьяна Обаськина, Элпуç территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Гаврилов, ветерансен районти совечĕн председателĕ Римма Гурина саламларĕç, канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх сунчĕç, парнесемпе савăнтарчĕç.
Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хăйĕн ячĕпе килнĕ саламлă çырăвне алла тытсан куçĕсем çуталчĕç Агафия Ильиничнан. Ĕçлĕ ĕмĕрĕнче хастарлăхпа, пуçарулăхпа палăрнă кинемин нумай награда. Ку та уншăн чи хакли пулĕ. Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕн территорисене тирпей-илем кÿрес тата аталантарас Управленийĕн начальникĕ, хальхи вăхăтра округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Вероника Николаева хисеплĕ ветерана саламланă май, Агафия Ильиничнан пархатарлă пурнăç çулĕ çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулнине палăртрĕ.
А.И.Алексееван кун-çулĕпе хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.
Раиса ШУМОВА